Сăмах вăйĕ чăнах та хăватлă. Çакна Сител хĕрĕ Кристина Слаповская (хĕр чухнехи хушамачĕ Кондратьева) та çирĕплетет. 1999 çулта кун çути курнăскер мĕн пĕчĕкрен илемлĕ те уçă сассипе тĕрлĕ юрă шăрантарса çынсене савăнтарнă. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче йĕркелекен "Çуталакан çăлтăрсем" конкурсра "Гран-при" çĕнсе илнĕскер, республикăри "Мехел" конкурсра та палăрнăскер Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан хăйĕн пурнăçне сценăпах çыхăнтарма шухăшланă.
Тен, çаплах пулатчĕ те пуль, çемье телевизорпа Мускаври Çĕнтерỹ парадне пăхса ларнă чухне ашшĕ шỹтлесе çеç: "Кристина, сан çар çынни пулма вĕренме каймалла", - тенĕ. Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн 11 класра вĕренекен пике малтанхи ĕмĕтне пăрахăçласа пурнăçне çарпа çыхăнтарма шухăшлать. 2016 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытнă хыççăн Саратов облаçĕнчи Вольск хулинчи çар институтне вĕренме кĕме заявлени парать. 600 ытла хĕртен вăтăрăшĕ çеç тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухайнă, вĕсен хушшинче Сител хĕрĕ те пулнă. Вăл сывлăх çирĕплĕхне, тавракурăмĕ анлине, йывăрлăхсенчен хăраманнине туллин кăтартса панă. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама ăна спортпа туслă пулни, пĕлỹ патне ăнтăлни пулăшнă.
Çар институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра Кристина Васильевна Мускавра иртекен Çĕнтерỹ парадне виçĕ хутчен хутшăннă. "Авангард" хаçатра та эпир кун пирки çырнăччĕ. Ун чухне чăнах та пикен ашшĕпе амăшĕ - Василий Петровичпа Нина Ивановна - тата Сергей шăллĕ, çывăх çыннисем телевизорпа хĕр стройпа мăнаçлăн утса пынине курса савăннă.
2021 çулта аллине диплом илнĕ хыççăн Сител хĕрĕ Самара облаçĕнчи радиаципе хими тата биологи хỹтĕлевĕн иккĕмĕш полкĕнче апат-çимĕçпе тум-тир уйрăмĕн начальникĕнче, каярах радиотехника батальонĕн 234-мĕш уйрăмĕн батальон командирĕн тыл енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хунă, кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен радиотехника полкĕн 313-мĕш уйрăмĕн апат-çимĕçпе тум-тир службин начальникĕнче тăрăшать. Юлашки вăхăтра вара Кристина Украинăри ятарлă çар операцине командировкăна çỹрет. Тĕрĕссипе, çавăнтах тĕпленнĕ.
- Эпĕ те хамăр чаçри ачасемпе пĕрле вăрманта, блиндажра пурăнатăп. Салтаксене апат-çимĕçпе, тум-тирпе мĕнле тивĕçтернине тĕрĕслетĕп, мĕн-мĕн кирлине шута илетĕп, отчет, учет ĕçĕсене пурнăçлатăп. Радиоразведчиксем пĕр вырăнта çеç лармаççĕ, çавăнпа та манăн тимлĕхре тата 13 пункт. Вĕсем патне те тухса çỹретĕп, - терĕ хăйĕн пирки паллаштарнă май Кристина. Сăмах май, унта вăл "Заря" позывнойпа çỹрет.
Вăрçă вăрçах, блиндаж вăрманта вырнаçнă пулсан та дронсем те вĕçсе килеççĕ, снарядсем те çурăлаççĕ. Чăваш хĕрĕ çăмăл мар лару-тăрура служба тивĕçне пурнăçласан та йывăрлăхсем пирки пĕр сăмах та каламарĕ. Хăй суйласа илнĕ профессие кăмăлланине, пурнăçне çарпа çыхăнтарнăшăн ỹкĕнменнине çеç палăртрĕ. Аслă лейтенантăн кăкăрне паян "Çапăçура палăрнăшăн", "Парада хутшăннăшăн", "Спортри çитĕнỹсемшĕн" медальсем илемлетççĕ. Çывăх вăхăтра тата тепĕр награда килмелле.
Кристинăн мăшăрĕ те офицер. Вăл çулталăк каялла Украинăри ятарлă çар операцине кайнă. Александрпа вĕсем çар институтĕнчех паллашнă. Саратов облаçĕнче çуралнă каччăпа çăмăл атлетикăпа йĕркеленĕ ушкăнра пĕрле пулнă. Паян иккĕшĕ те икĕ çĕрте çар тивĕçне пурнăçлаççĕ. Çамрăк мăшăр неонацистсене хăвăртрах тĕп туса Çĕнтерỹпе таврăнас ĕмĕтпе пурăнать.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |