Çĕньялта тĕнчипе паллă поэт-куçаруçа Геннадий Айхие асра тытса творчество уявĕ иртнĕ. Геннадий Николаевич çак ялта кун çути курнă, пĕрремĕш сăввисене те кунтах шăрçаланă. Çавна май регионсем хушшинчи "Геннадий Айхипе Кави Латыпов еткерçисем" литература конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрне кунта ирттерчĕç. Иккĕмĕшне Кави Латыпов çĕршывĕнче йĕркелеме палăртнă.
Мероприятие уçнă çĕре муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, "Сэлет-Батыр" çамрăксен центрĕн директорĕн çумĕ Жамиль Сулейманов, Геннадий Николаевичăн мăшăрĕ Надежда Сильвестрова, Çĕньял территори пайĕн начальникĕ Мария Мадюкова хутшăннă.
Геннадий Айхи пултарулăхĕпе йĕркеленĕ творчество каçĕнчех çавра сĕтел хушшинче муниципалитет округĕнчи библиотекарьсем поэт-куçаруçă пултарулăхĕ пирки малалла каланă, ытти ыйтăва та сỹтсе явнă.
Уяв концерчĕ мероприятие пуянлатрĕ, малалла та килĕштерсе ĕçлеме хавхалантарчĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
