2024.08.10 Туслăхра - çитĕнỹ

Категория: Шыгырданский территориальный отдел Опубликовано: 10.08.2024, 19:42 Просмотров: 7

 Шăнкăртамра Раççейри Çемье тата Чăваш Енри Экологи культурипе çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкĕсене, çавăн пекех Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕ йĕркеленни 30 çул çитнине халалласа республика шайĕнчи Шакирдсен уявĕ иртнĕ. Çак мероприяти çулленех Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕ Чăваш Енри мечĕтсем тата мăсăльмансен прихучĕсем çумĕнче çуллахи вăхăтра тĕнпе воспитани курсĕсем витĕр тухнă выпускниксем валли ирттерет. Кунта республикăри тата кỹршĕ регионсенчи ачасем хăйсен наставникĕсемпе тата воспитателĕсемпе пĕрле хутшăнаççĕ. Уява килнисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламланă.

- Округра çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассине яланах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Ачасенче патриотлăх туйăмĕ пултăр, Тăван çĕршыва юратчăр тата йăла-йĕркене упраччăр тесе те сахал мар ĕçлетпĕр. Шакирдсен уявĕ те çак енсене вăйлатма пулăшать, - тенĕ Рудольф Васильевич хăйĕн сăмахĕнче.

Савăнăçлă мероприятинче азан тата Коран вулассипе конкурссем иртнĕ, спорт ăмăртăвĕсенче те çамрăксем хăйсен вăйĕсене виçнĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика