Сентябрĕн 27-мĕшĕнче Шăнкăртамра пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Нурулла Резяпов 100 çул тултарнă.
Пĕр ĕмĕрхи юбилей ячĕпе сумлă лару-тăрура ветерана Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Шăнкăртам территори пайĕн начальникĕ Ильнар Абейдуллин саламланă.
Вăрçă ветеранне Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Феизов ячĕллĕ вăтам шкулсенчи çамрăк армеецсем те савăнтарнă, Нурулла Велиулловичăн кăмăллакан юррисене шăрантарнă.
Нурулла Резяпов пурнăçа юратакан, мал ĕмĕтлĕ, пысăк чунлă çын. 17 çултах вăл вăрçа тухса кайнă. Ăна Амур облаçĕнчи 18-мĕш кавалери дивизине службăна илнĕ. Вăл Японипе пынă хирĕçỹсене те хутшăннă. Тăван яла 1947 çулта çеç таврăннă.
Вăрçă хыççăн тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: платникре, колхозникре, колхозри склад заведующинче. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та чылай çул туберкулез больницинче завхоз пулса ĕçленĕ.
Ветеран паян пысăк çемьепе савăнса пурăнать. Унăн 23 мăнук, 24 кĕçĕн мăнук. Вĕсем пурте бабая пурăнма хавхалантарса пыраççĕ.
(Хамăр корр.).
Февраль 2025 |