Тыл тата ĕç ветеранĕсем - Шăнкăртамра пурăнакан Минникадире Зейдулловна Хамбиковăпа Ыхра Çырминчи Гельмизиян Сабирулловна Сайдашева - 100 тата 95 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç.
Минникадире Зейдулловна Ыхра Çырминче йышлă ачаллă çемьере çуралнă. Çамрăкранах ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Вăрçă хыççăн Минникадире хăйсен ялĕнчи хĕрсемпе пĕрле Мускаври кирпĕч заводне ĕçлеме кайнă. Пулас мăшăрĕпе те çавăнта паллашнă. Унпа пĕрле Шăнкăртама таврăннă.
Хамбиковсем иккĕшĕ те пурнăç тăршшĕпех тăван колхозра ĕçленĕ. Çирĕп çемье çурт çĕкленĕ, 7 ача çуратса ỹстернĕ. Паян ăрăва малалла тăсакансем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă: Мускавра, Шупашкарта, Ульяновскинче, Патăрьелĕнче тĕпленни те пур. Инçе çул хăратмасть вĕсене, амăшĕпе туслă çыхăну татăлмасть. Юбиляра 23 мăнукпа 40 кĕçĕн мăнукĕ тата кĕçĕн мăнукĕн икĕ ачи савăнтараççĕ.
Гельмизиян Сабирулловна 1930 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. 1946 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникне Шейхулла Шейдулловича качча тухнă. Мăшăрĕпе 58 çул килĕшỹре пурăннă.
6 ача Сайдашевсен. Тăлăха юлнă салтак арăмĕ паян 18 мăнукĕпе, 30 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Кĕçĕн ывăлĕн Рефисăн çемйин тимлĕхĕнче пурăнать.
Альбина ИВАНОВА
Май 2026 |
