- Пирĕн тĕп тĕллев - хамăр пурăнакан вырăна çулсеренех хăтлăлатасси, çынсене пурăнма, канма, ĕçлеме, çамрăксене яла юлма кирлĕ услови туса парасси,- пĕлтерчĕ Шăнкăртам территори пайĕн начальникĕ Ильнар Абейдуллин.
Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансен пуçарулăхĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вырăнта пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса яла, урама, обществăлла вырăна патшалăх пулăшăвĕпе, хăйсем те пая кĕнипе хăтлăлатма, капăрлатма пултараççĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал Шăнкăртамсем нихçанхинчен те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Çитес çул Шăнкăртам территори пайĕнче пурăнакансем (Шăнкăртам тата Кзыл Камыш ялĕсем) Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе 16 проект хатĕрленĕ! Вĕсенчен 11шĕ пурне те пăшăрхантаракан çул ыйтăвĕпе çыхăннă. Çавăн пекех Шăнкăртамри Первое мая, Интернациональная, Нариман урамĕсенче Юхма çырма урлă çуран каçса çỹремелли кĕпер тума, Кзыл Камышра пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе кỹлле тасатса тарăнлатма, Аслă вăрçăра тата СВОра паттăрлăх кăтартнă салтаксене асăнса лартнă палăксем таврашне хăтлăлатма палăртнă.
Шăнкăртамсен кирек мĕнле ыйтăва татса парас ĕçре те пуçарулăх пысăк. Йывăрлăха пĕрле пайлани, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тĕллевпе пурте кар тăни яла тата ытларах хăтлăлатма, капăрлатма май парать. Акă, нумай пулмасть çеç Шăнкăртамри Пушкин тата Валитов урамĕсенче пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр, çулсене асфальт сартăмăр. Урамсен представителĕсем халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕрен пуçару бюджечĕн программине пурнăçа кĕртме йывăр пулман.
Çак кунсенче çеç Вахитов урамĕнче 640 метр çула çак меслетпех асфальт сарма пикеннĕ. Проект хакĕ - 5 миллион та 493 пин тенкĕ. Программăна пурнăçа кĕрме ку территоринчи 44 хуçалăх пая кĕнĕ. Тăкакăн пысăк пайне - 60 процентне патшалăх саплаштарнă. Урамăн çак пайĕнче пурăнакансем пурте пĕр шухăшлă пулса çирĕмшер пин тенкĕ ытла тенкĕ пуçтарнă.
Альбина НИКОЛАЕВА
Май 2026 |
