2025.08.22 Хут купăса алăран ямасть

Категория: Сигачинский территориальный отдел Опубликовано: 22.08.2025, 21:35 Просмотров: 35

 - Юрă-кĕвĕ çынна вăй хушать, çунатлантарать, ĕшеннине ирттерме пулăшать, кăмăла çĕклет, япăх шухăшсене сирет. Çавăншăнах алла хут купăс тытсан ăна тăсса ярассăм килет, - тет професси ăсти Николай Стефейкин.

Юлашки вăхăтра муниципалитет округĕнчи культура çурчĕсен сцени çине хут купăсçăсен ансамблĕ час-час тухать. Кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантараççĕ вĕсем. Хăть чăвашла, вырăсла, ирçелле, тутарла ташша яра пар. Чуна пырса тивекен кĕвĕсене итлеме те кăмăллă.

Йышĕпе пысăк мар ушкăн. Вĕсенчен пĕри - Шăхачри "Умарина" халăх фольклор ансамбль ертỹçи Николай Стефейкин. Хут купăсне алăран ямасть чăнах та Николай Петрович. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе ăна муниципалитет округĕнче професси тĕлĕшпе "Чи лайăх культура ĕçченĕ" ята пачĕç.

54 çул пĕр вырăнта ĕçлет Николай Стефейкин. Маларах Аслă Чемен клубне те ĕçе çỹренĕ. "Шурсухалсенчен" Анатолий Шакинпа пĕрле килĕштерсе ĕçленине çирĕплетет.

- Малтан шкулта вĕренекенсенчен ялта "Березка" ансамбль йĕркеленĕччĕ. Унта йышлăн çỹретчĕç. Ăçта кăна концертпа кайман-ши? Вăл вăхăтри юрăçсенчен "Умаринăна" куçни те пур. Чи асли 78 çулта. Культурăна чунĕпех парăннă Альбина Метлова вăл. Ыттисем унран çамрăкрах,- тет хăйĕн ĕçĕ пирки сăмах хускатсан Николай Петрович.

Ашшĕпе пĕрле ансамбльте Светлана Убаськина та юрлать. Хĕрĕ ялти библиотекăра ĕçлет.

- Муниципалитет округĕнче иртекен кашни мероприятинех чĕнсе чăрмантармаççĕ ирçе ансамбльне. Пăрачкавсемпе туслă çыхăнура эпир. Çулталăкра темиçе хутчен те унта пулатпăр. Хăйсем те парăмра юлмаççĕ,- калаçăва малалла тăсать Николай Стефейкин.

Шăхачри ирçе ансамблĕ 1975 çулта йĕркеленнĕ. Маларах ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зинаида Гугушкина ертсе пынă.

"Умарина" халĕ те ирçе халăх культурин йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшать. Муниципалитет округĕнче иртекен Акатуй-Сабантуя хутшăнать. Юрă-ташăпа ун тулашне те тухать. Мордвари "Умарина" ансамбльпе çыхăну тытать. Маларахри çулсенче вĕсенчен кĕнекесем, хаçатсем, журналсем те илсе тăратчĕç. Вĕсем те çул ỹкернĕ Шăхача.

Ансамбль республикăри Пăрачкав муниципалитет округĕнче регионсем хушшинче иртекен халăх ăсталăх фестивальне çулленех хутшăнать. Вĕсенче ертỹçĕпе юрăçсен пултарулăхне палăртса чысланă Хисеп хучĕсем сахал мар илнĕ. Мордва Республикин культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин чыславĕ те пĕрре çеç мар вĕсен. Чулхула облаçĕнчи "Эрзянь лисьмапря" фестивалĕнче те Тав хучĕ панă вĕсене. "Сĕве тата Çавал кĕввисем" фольклор уявĕнче лауреат ятне тивĕçсе Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин грамотине илнĕ тата ытти те.

Ансамбле халĕ 14 çын çỹрет. Ял-йыша юбилейсемпе те саламлама ỹркенмеççĕ вĕсем.

Ялсенче хут купăс калакан сайра. Çамрăксем унпа выляма вĕренесшĕнех мар. Ăстаçă вара кирлех. Каччăсене çара ăсатнă чухне çитĕнекен ăрăва юрлаттарма та хăнăхтармалла. Хут купăс сассисĕр мĕнле пултăр?

Хăйĕн ĕçне чунтан килĕштерет Николай Петрович. Ыттисем унăн пултарулăхне вырăна хуни те савăнтарать. Ахальтен мар концертсене клубсене халăх йышлă пухăнать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика