2025.06.27  Шăпа пуçран шăлман

Категория: Сугутский территориальный отдел Опубликовано: 27.06.2025, 19:51 Просмотров: 24

Анисия Кушникова 1930 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Сăкăтра çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 11 çулти ача пулнă, çавна май вăл вăхăтри пурнăçа питĕлайăх ас тăвать.

- Вăрçă вăхăтĕнче апат та тăраниччен çисе курайман, тăхăнмалли те çукчĕ. Тĕрлĕ курăкран яшка пĕçернĕ, мăян вăррисене авăртса çăнăх тунă. Çĕр улми те сахалччĕ, çуркунне хĕл каçнисене, крахмалланса кайнисене пуçтарнă. Çулла вăрмана çырла-кăмпа татма çỹренĕ. Хĕлле уйрăмах йывăрччĕ. Хырăм выççипе йĕрес килетчĕ. Асанне пире, манпа икĕ шăллăма, кăштах йăпатас тесе тĕрлĕ юрă юрлаттаратчĕ, вăйăсем выляттаратчĕ. Мечĕке ĕне çăмĕнчен йăваласа туса панăччĕ.

Анне вырăсла та, тутарла та лайăх калаçатчĕ, хутла пĕлетчĕ, çавăнпа ăна тырă леçме Канаша лавсемпе çỹреттернĕ. Юрать, асанне пулнă, вăл пурри чылай çăмăллăх кỹнĕ, - тесе аса илет Анисия Степановна.

 1942 çулхи март уйăхĕнче Анисия Кушникован ашшĕне вăрçа кайма ят тухнă. Ялтан тăваттăн тухса кайнă вĕсем.

 "Аттепе тата унпа пĕрле каякансене ăсатма чылай çын пуçтарăннăччĕ. Аннепе асанне йĕнипе эпир те, ачисем, лаша лавĕ куçран курăнми пуличченех хускалмасăр тăтăмăр. Çывăх çынннăмăра, Степан Анюрова вăрçăран кĕтсе илеймерĕмĕр. Вăл Курск çывăхĕнчи пĕр çапăçура пуçне хунă.

 Почтăра ĕçлекен Якур тете атте вилнине пĕлтерекен хута килсе панă кун паян та куç умĕнчех. Анне çак хыпара илтсен лаша лавĕ çинчен персех анчĕ, ăна кỹршĕсем пỹрте йăтса кĕчĕç..."

Архивсенче шыраттарнă хыççăн нумай пулмасть Степан Захаровичăн вил тăприне тупнă. Ăна ытти салтаксемпе пĕрле Курск облаçĕнчи Карманово ялĕ çывăхĕнчи тăванла масарта пытарнă.

- Вăрçă пĕтнĕ кун эп шкултаччĕ. Арçын ачасем таçтан хыпар илтнĕ те класа чупса кĕчĕç те: "Вăрçă пĕтнĕ!" - тесе кăшкăрса ячĕç. Учитель те, вĕренекенсем те урама чупса тухрăмăр. Пĕрисем йĕреççĕ, теприсем юрлаççĕ... - тет Анисия Кушникова.

 Çĕнтерỹ хыççăн та пурнăç çăмăлланман. Ачасем пысăккисемпе тан хирте вăй хунă. 17 çул тултарсан Анисия Степановнăна ялти 5-6 хĕрарăмпа пĕрле Шупашкарти çар заводне ĕçлеме илсе кайнă. Тимĕр шăратнă çĕрте тăрăшнă, урапапа тимĕр ванчăкĕсене турттарнă. Куçне кăвар сирпĕнсе амантнă хыççăн ăна торф кăларнă çĕре куçарнă. Кунта учетчик пулма шаннă. Виçĕ çултан тин тăван тăрăха таврăннă хĕр.

Сăкăт каччипех çемье çавăрнă Униççе аппа. Мăшăрĕпе пĕрлешсен Çĕпĕре пурăнма тухса кайнă, Красноярск облаçĕнчи Мокруша ялĕнче тĕпленнĕ. Кил хуçи платникре, çемье вучахне упраканĕ дояркăра тăрăшнă. Чăваш хĕрне тăрăшуллă та маттур ĕçленĕшĕн депутата та суйланă. Красноярск хулинче иртнĕ икĕ съезда хутшăннă

. Ют вырăнта çурт-йĕр çавăрнă пулсан та Кушниковсен чунĕсем тăван кĕтесех туртнă, 13 çултан каялла таврăннă.

 Анисия Степановна упăшкипе 6 ача çуратса ура çине тăратнă. Паян мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика