Хальхи вăхăтра телевиденипе кăтартакан, радиопа паракан, пичетре çутатакан хыпарсенче яланах лайăххине кĕтетпĕр. СВО участникĕсемпе телефонпа çыхăннă калаçура та çĕршыв хỹтĕлевçисемшĕн тунсăхланине палăртатпăр. Кĕске вăхăтлăх канма килекенсемпе вара тĕл пулса калаçас килет.
Ку хутĕнче шăпах Сăкăтри культура çуртĕнче тата библиотекăра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Александр Тестовпа (сăн ỹкерчĕкре) курнăçма тỹр килчĕ.
Александр Петрович çар ĕçĕнче çĕнĕ çын мар. Алла аттестат илнĕ хыççăн вăл çар ретĕнче тăнă. Икĕ çул Мускаври танк дивизийĕнче службăра пулнă. Çав вăхăтрах аслă механик-водитель профессине алла илнĕ. Сержант званине çитнĕ.
Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи малтанах республикăри шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче ĕçе пикеннĕ. Ĕç тивĕçĕпе Чечня Республикинче те службăра пулнă. 2006 çулта ентеше "Çуçĕр Кавказри службăшăн", "Çар ĕçĕсене хутшăннăшăн" медальсемпе наградăланă.
2014 çулта полицин аслă сержанчĕ каллех чыса тивĕçнĕ. Раççей шалти ĕçсен министерствин çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн тата çарта лайăх палăрнăшăн медальсене илнĕ.
2015 çулта вара Александр Тестов контракт çырнă. Украинăри çар операцийĕнче пуçламăш кунранпах тăрать.
2022 çулта "Çарти хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ.
Тĕл пулура паянхи лару-тăру çинчен сăмах пычĕ. Çар операцине хутшăнаканăн калаçăвне итлеме кăмăллă пулчĕ. Чылай ыйтăва хурав пачĕ вăл. Çемьеллĕ, ачаллă пулсан та хăйĕн тивĕçне çар ретĕнчех малалла тăсма шут тытнине уççăн палăртрĕ.
"Эпир пулмасан кам çĕршыва хỹтĕлемелле? Сирĕн канлĕхĕре камăн упрамалла?" - терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе.
Тĕл пулăва хутшăннисем ентеше çирĕп сывлăх, ăнăçусем, тăван киле çĕнтерỹпе таврăнма ырă сунчĕç.
Нина МАЗЯКОВА
Декабрь 2025 |
