2025.08.08 .Кĕлете кĕрет çĕн тырă, çавăнпа та чунра ырă

Категория: Сугутский территориальный отдел Опубликовано: 10.08.2025, 06:38 Просмотров: 25

Сăкăтри "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕ округра кăна мар, республикăра та малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Чылай çул ăна Петр Никифиров ертсе пырать. Петр Николаевича 70 çул тултарнă тесе калаймастăн та: тĕреклĕ те вăр-вар, кашни сăмаха виçсе тата шухăшласа калаçать. Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен (аграри университечĕ халĕ) зоотехника вĕренсе тухнăскер чăн-чăн ял хуçалăх çынни.

- Эпир 1640 гектар çĕрпе усă куратпăр. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 800 гектара яхăн, унтан кĕрхи 208ччĕ, çĕр улми - 107, нумай çул ỹсекен курăксем - 450, куккурус - 250, çевок 20 гектар йышăннă. Халĕ шăпах хĕрỹ вăхăт. Хиртен тыр-пула тата çевока пухса кĕртессипе ĕçлетпĕр. Кĕрхи туллăн лаптăкĕ пушаннă. Иртнĕ çул "Безенчукская" сорт акса хăварнăччĕ. Нỹр çителĕклĕ пулнипе аван ỹсрĕ, çỹллĕ пулчĕ. Вăйлă çил вăхăтĕнче вырăн-вырăнпа выртрĕ çав. Çавна пула тухăç кăштах чакрĕ. Вăтамран пĕр гектартан 45 центнер тухрĕ. Халĕ комбайнсем çурхисен уйĕнче ĕçлеççĕ. Кунне 50-60 гектар выраççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан çывăх вăхăтра вырмана вĕçлетпĕр, - терĕ Петр Николаевич хуçалăх пурнăçĕпе паллаштарнă май.

"Красное Знамя" хуçалăхра вырмана икĕ комбайн хутшăнать. Вĕсемпе Николай Черновпа Феликс Туктин ĕçлеççĕ. Иккĕшĕн те опычĕ çителĕклех. Николай Чиркинпа Станислав Лукиянов - комбайнерсене пулăшакансем. "Уй-хир карапĕсем" ирхине каяççĕ те каçхи 8-9 сехетре тин пушанаççĕ. Çурхисен вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 45 центнерпа танлашать.

- Тырра йĕтемре тасатса тирпейленĕ хыççăн тỹрех кĕлете кĕртетпĕр. Кĕрхи выртнипе кăшт нỹрлĕрехчĕ, ятарлă сушилкăра типĕтрĕмĕр. Ăна 2-3 çул каялла кăна туяннă-ха. Тĕрĕссипе, пирĕн хуçалăхра типĕтекен хатĕр яланах пулнă, унсăрăн май çук. Куккурус вăррине те çавăнтах типĕтетпĕр. Ăна ĕне-выльăх рационне хушатпăр, ял халăхне те сутатпăр, - калаçу тăсăлнă май пĕлтерчĕ Петр Никифоров.

Йĕтемре сортировка агрегатне Вячеслав Туктинпа Валерий Милов пăхса тăраççĕ. Çевока тирпейлекеннине Николай Карикова шаннă.

Витере - ăратлă выльăх, паркра - "хурçă" техника

Ял хуçалăх предприятинче ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем тачă çыхăнса аталанса пыраççĕ. Çĕнетнĕ, хальхи вăхăтри технологиллĕ витесенче 900 пуçа яхăн ĕне-выльăх, унтан сăвăнаканни - 408. Сăвăм пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен чылай пысăкрах. Ку выльăхсен рационĕпуяннипе те, çителĕклĕ пулнипе те çыхăннă.

 Хуçалăхра çуллен ытлашшипех пысăк пахалăхлă сенаж, утă янтăлаççĕ. Кăçал тата тепĕр сенаж ями тума пуçланă. Куккурусран пулаканнине шăпах унта хываççĕ. Сăмах май, асăннă культура чăннипех те лайăх çитĕннĕ. Тăршшĕ икĕ метртан та иртет.

 "Красное Знамя" хуçалăх округра ăратлăхпа ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Сăкăтра çитĕннĕ ĕне-выльăха муниципалитетри, кỹршĕ тăрăхри, ют регионти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем туянаççĕ.

Выльăхсем лайăх ỹсчĕр, ỹт хушчăр, йыш пысăклантăр тесе специалистсем те пĕр сăмахра килĕштерсе тăрăшаççĕ. Юрий Чернов зоотехник, Алевтина Шапкина выльăх тухтăрĕ, ăратлăхпа ĕçлекен Людмила Нрти, Николай Евграфов осеменатор хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем. Дояркăсемпе скотниксем те шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Хуçалăх ертỹçи хăй те ĕç кунне фермăранах пуçлать. Çавăнпа та ăçта мĕнле улшăну, мĕнле çитменлĕх - никам каламасăрах пĕлет.

Техника паркĕ те юлашки çулсенче чылай çĕнелнĕ. Пĕр 25-30 çул каялла 50-60 механизатор тăрăшнă пулсан халĕ 20ĕн. Хăватлă, энергие перекетлекен тракторсемпе, комбайнсемпе пĕчĕк йышпах пысăк лаптăксене сухалаççĕ, акаççĕ... Округри чылай хуçалăх туяннă техникăн хакĕн 40 процентне тавăрса панипе усă курса парка çĕнĕ варкăш кĕртрĕ. Вĕсен шутĕнче Сăкăтсем те пур.

 - 2024 çула эпир тупăшпа вĕçленĕ. Кăçал та çаплах пуласса шанса тăратпăр. Хуçалăх ура çинче çирĕп тăнинче тĕп специалистсен тỹпи пысăк. Валерий Красников агроном, Олег Нрти инженер, механизаципе, снабженипе ĕçлекен Николай Никифоров, Юрий Чернов зоотехник тата ыттисем те пулăшса пымасан малалла каяймастăн. Пĕрлехи вăйпа çеç йывăрлăхсене çĕнсе çитĕнỹсем тума пулать, - терĕ Петр Николаевич хире кайма хатĕрленнĕ май.

 Ольга ПАВЛОВА

Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.

- Фермăра ĕçлеме çăмăл мар. Çулталăкра 365 кун унта тăрăшмалла. Уяв та, вырсарникун та çук выльăхсен. Вăй хуракансене канма улăштаракансем пур. Кадр енчен йывăрлăх çук. Сĕт пысăк тупăш памасан та куллен укçа кĕртет. Ĕçе пĕлсе, тĕрĕс йĕркелесен çука хăвармасть, - тет Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никифоров.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика