2024.12.13 Ял-йышпа ĕçлетĕн - хисепе тивĕçетĕн

Категория: Тарханский территориальный отдел Опубликовано: 15.12.2024, 12:00 Просмотров: 3

"Чăваш Республикинчи ялсенчи чи лайăх староста" конкурсăн регионти пĕтĕмлетĕвĕпе Патăрьел муниципалитет округĕнчи Турхан территори пайне кĕрекен Упамса ялĕн старости Игорь Петрович Вавилов 100 çын ытларах пурăнакан ялсем хушшинче çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ.

Игорь Петрович вунă çул ытла ĕнтĕ халăх шанăçне тỹрре кăларса обществăлла тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Маларах вăл Турхан ял тăрăхĕн депутачĕ те пулнă. Ун чухне те тăван ялшăн, Турхан ял тăрăхĕшĕн чылай пархатарлă ĕç пурнăçланă. Ял-йышшăн тăрăшасси, общество пурнăçне хастар хутшăнасси - унăн чун туртăмĕ, пурнăç пĕлтерĕшĕ. Территорисене тирпейлес, Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе яла хăтлăлатас тĕллевпе урамсене çул сарас, кỹлĕсене тасатас, обществăлла çуртсене юсас тата ытти ыйтăва татса панă чухне Упамса ял старостин Игорь Вавиловăн витĕмĕ пысăк.

Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 2023 çул пĕтĕмлетĕвĕпе "Патăрьел муниципалитет округĕнчи чи лайăх староста" хисеплĕ ят панă. Халĕвара çак чыса вăл тата çỹллĕ шайра тивĕçрĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика