Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсем аталанни чăн малтанах çĕршыв, республика, çав вăхăтрах вырăнти влаç тĕрĕс çул-йĕрпе пынине, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама май тупнине çирĕплетсе парать. Территори пайĕсен тĕп тĕллевĕ - хăй тытăмлăх çинчен калакан федераци саккунне пăхăнса яла малалла çĕнелме, пуянланма, ырă енне улшăнма пулăшасси, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесси. Эпир çак йĕркепе тăрăшса пыратпăр та.
Республикăри пуçару бюджечĕн, ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли федераци шайĕнчи программăсемпе проектсем - тăван тăрăха аталанма пулăшакан çул-йĕр. Нумай пулмасть çеç эпир ял варринче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка тата унăн таврашне, çакăнта пыракан аслă çула та шăпах ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли прорграммăпа тирпейлеме пикентĕмĕр.
Çак проекта шăпах 2023 çулта рейтинг сасăлавĕпе чи нумай сасă пуçтарса çĕнсе илтĕмĕр. Унăн подрядчикĕ ИП И.С.Горностаев Объект хакĕ - 4 956 пин тенкĕ, ĕçе августăн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Çак программăпах кунта территорие тирпейлемелле, ача-пăча валли лапам, парковка, сметăпа пăхнă ытти хăтлăх та пулмалла. "Асăну скверĕ" обществăлла территори хута кайса хăтлăланни ял çыннисемшĕн пысăк савăнăç, мăнаçлăх та. Пирĕн малашнехи тĕп тĕллев - патшалăх программипе, хамăр хастарлăхпа хута янă çакнашкал объектсене пĕрлехи вăйпах пăхса тăрасси, çитĕнекен ăру валли кирлĕ пек упрасси.
Тутар Сăкăт территори пайĕнче кăçал çавăн пекех халăх пуçарулăхĕпе тепĕр объект хута кайрĕ. Нумай пулмасть çеç республика, Патăрьел муниципалитет округĕн бюджечĕсене пĕрлештерсе тата халăх хастарлăхĕпе ялти аслă урамран масар патне кĕрекен 450 метр çула асфальт (подрядчикĕ "Энигма" общество) сартăмăр. Объект хакĕ - 1 миллион та 460 пин тенкĕ. Муниципалитет округĕн бюджетĕнчен 360 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн чухлех ял çыннисем хăйсен хастарлăхĕпе укçа пуçтарчĕç, ыттине вара республика хыснинчен субсидиленĕ.
Ял пурнăçне суйласа илнĕ çын ĕмĕр тăршшĕпех унта ĕçлесе пурăнать. Çавăнпа та çуралса ỹснĕ тăван тăрăх малашлăхĕ, унăн пуласлăхĕ - хамăр алăра. Çулсеренех пĕрлехи вăйпа ырă улшăнусем тусан, Тутар Сăкăт ялĕн сăн-сăпачĕ те çĕнелĕ.
Динар КОЗЛОВ, Тутар Сăкăт территори пайĕн пуçлăхĕ
Ноябрь 2024 |