Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче граждансен пухăвĕсем пуçланчĕç.
Çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн иртнĕ эрнекун, январĕн 17-мĕшĕнче, Тутар Сăкăт территори пайĕнче пурăнакансем 2024 çулта пĕрлехи вăйпа, халăх хастарлăхĕпе, патшалăх пулăшăвĕпе, тĕрлĕрен программăпа пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашне те яла хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçлама палăртнă ыйтусене сỹт- се явнă.
Пухăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, халăха вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центр ертỹçи Марсель Сафиянов, полицин участокри уполномоченнăйĕ Федор Анюров, выльăхсен чир-чĕрне хирĕç кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов, ял старости Загит Салихов тата ыттисем те хутшăннă.
Граждансен пухăвĕнче Тутар Сăкăт территори пайĕн начальникĕ Динар Козлов пĕлтĕр яла хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем пирки отчет туса панă, умра тăракан тĕллевсене палăртнă, ял-йыша кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă. Ĕнер çакнашкал пуху Тăрăнта пулнă, паян Ыхра Çырминче иртмелле.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
