Тутар Сăкăт ял библиотекинче Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" социаллă проекчĕпе килĕшỹллĕн ачасен экологи пĕлĕвне ỹстерес тĕллевпе "Çĕр - манăн тата санăн" викторина ирттернĕ.
Çĕре кашнийĕн тирпейлĕ тытма тăрăшмалла. Хамăр пурăнакан тавралăха пушшех те. Библиотека заведующийĕ экологи çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Тăван тавралăха упрамалли çинчен каларĕ. Çут çанталăк тусĕ пулас тесен кашнийĕ хăйне мĕнле тытмалли çинче чарăнса тăчĕ. Ачасем хăйсен шухăшĕсене каласа кăтартрĕç. Экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе çуралнă сĕнĕвĕсене пачĕç. Унтан çамрăк натуралистсем икĕ ушкăна уйрăлса викторинăна хутшăнчĕç. Ыйтăвĕсем ỹсен-тăран, кайăк-кĕшĕк, пулă, хурт-кăпшанкă, выльăх-чĕрлĕх, чĕрчун çинчен пулчĕç. Çавăнпа ачасем командăсене те "Ỹсен-тăран", "Выльăх-чĕрлĕх" ят хучĕç.
Малалла çитĕнекен ăру пуçватмăшсен хуравĕсене тупрĕ. Пытаннă чĕрчунсене шырарĕ. Выльăх-чĕрлĕх хăтланăвĕсене кăтартрĕ. Вĕсене пĕлмелле пулчĕ. Тĕрĕс хуравшăн команда жетон илсе пычĕ.
Библиотекарь юлашкинчен кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ. Çĕнтерỹçĕсене пылак çимĕçпе сăйларĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
