Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем спасателя

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 27.12.2020, 11:31 Просмотров: 162

Ҫăлав службин ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе тата Раҫҫей МЧСĕн 30 ҫулхи юбилейĕпе саламлатăп!

Пирĕн ҫăлавҫăсем чăннипех те чи ăста профессионалсем шутланаҫҫĕ. МЧС сотрудникĕсем кăткăс условисенче ĕҫлесе пысăк опыт пухнă, ҫăлав операцийĕсене пин-пин хутчен ăнăҫлă пурнăҫланă.

Эпир ҫăлавҫăсене харсăрлăхшăн, чрезвычайлă лару-тăрура ҫухалса каймасăр хăвăрт тата тĕрĕс йышăну тума пĕлнишĕн хисеплетпĕр.

Пурнăҫне ҫăлав службипе ҫыхăнтарнă ҫынсене чун-чĕререн тав тăватăп! Пĕтĕм чунтан сывлăх, ырлăх, тапса тăракан вăй-хал сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                            Олег Николаев

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика