Уявра савăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019, 10:23 Просмотров: 367

Туçари Хĕрарăмсен канашĕ авалхи йăла-йĕрке манăçа тухса пынишĕн, çитĕнекен ăру мăн аслашшĕ-асламăшĕн уявĕсене асра тытманнишĕн пăшăрханать. Çакна шута илсе хĕллехи каçсенче кичемленсе ларма хăнăхман ушкăн пĕрле пуçтарăнса Сурхури ирттерчĕ.

Ял старости А. Салмина пурне те уявпа саламларĕ. Чылай çул шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă М. Табакова кĕскен Сурхури пирки каласа пачĕ.

Мероприяти питĕ хаваслă иртрĕ. Е. Долгов баянист ертсе пынипе юрларĕç, ташларĕç. Хăнана килнĕ "чикан майрисем" юмăç ячĕç. Хĕрсем кăçатă ывăтса, шыва çĕрĕ ярса пуласлăхĕсене пĕлчĕç.

Ял хастарĕсем çак йăлапа çыхăннă апат-çимĕçе те илсе килме манман: пăрçа ăшаланă, йăвача пĕçернĕ.

Уяв каçне пухăннисем Сурхурие çуллен ирттерме калаçса татăлчĕç.

Н. МЕДВЕДЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика