Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.02.2019, 10:29 Просмотров: 215

 

Раççей Президенчĕ Владимир Путин нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускаври «Манеж» тĕп курав центрĕнче хăйĕн РФ Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕСехет çурă тăсăлнă сăмахĕнче Президент патшалăхăн аталану тĕп çул-йĕрне, пулас улшăнусене палăртрĕ. Çĕршыв историйĕнче çак Çыру шучĕпе 25-мĕш пулчĕ, Владимир Путиншăн 15-мĕш.

Сумлă мероприятие Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци тата Верховнăй суд ертÿçисем, регионсен ертÿçисем, тĕн представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех Чăваш Енрен те делегаци кайнă. Унăн йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Енри Общество палатин председателĕ Алексей Судленков пулнă.

Владимир Путин Çырура кулленхи пурнăçра тĕл пулакан кăткăс ыйтусене хускатрĕ. Вĕсем сывлăх, вĕренÿ, строительство, экологи, экономика тата ытти тытăмсем. Улшăнусен тĕп тĕллевĕ çынсен пурнăçне çăмăллатасси.

 

                                       А. Иванов

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика