"Ман кун-çулăм - ман пуянлăх..."

Категория: Публикации Опубликовано: 25.02.2019, 15:21 Просмотров: 246

Юхмапа Пăла тăрăхĕ пур енĕпе пултаруллă та ăста, матур та сатур ывăл-хĕрĕпе пуян. Вĕсенчен пĕри паянхи кун тăххăрмĕш теçеткене ваклакан Именкасси чăвашĕ Петр Максимович Малов. Çамрăк чухнехи сăмала пек йăм хура çỹçне ватлăх "пас тытнине" пăхмасăрах çак хастар паян та алă усса çеç лармасть. Ăспа-тăнпа çỹренисĕр пуçне кил-тĕрешре те тăрмашать, общество пурнăçне те хастар хутшăнать.

Çак кунсенче районти тĕп вулавăшра ĕç ветеранĕ пирки шăрçаланă "Ман кун-çулăм - ман пуянлăх" кĕнеке презентацине хутшăннă паллă çынсем ăна пахаланă, хак панă май çакна тепĕр хут çирĕплетрĕç. Районăн ылтăн "çỹпçине" пуянлатакан черетлĕ кĕнеке авторĕ - Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ, паллă тавра пĕлỹçĕ, вунă çула яхăн районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕн тилхепине тытса пынă Николай Ларионов. Журналист тивĕçлĕ канура пулин те калемне алăран ямасть-ха, кăсăклă статьясем, тĕпчев-очерсем çырсах тăрать.

Алăра - типографи шăрши сĕврĕлсе те ĕлкĕреймен çĕнĕ кĕнеке. Тĕпрен илсен автор вулакана ĕç ветеранĕн, тавра пĕлỹçĕн, пултаруллă старостăн, районăн хисеплĕ гражданинĕн - Петр Маловăн - пурнăçĕпе, кун-çулĕпе, творчествипе паллаштарать, вăл ял çыннишĕн, районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, тĕлĕнмелле çын пулнине, кирек хăш ĕçре те тỹрĕ чунпа тăрăшнине уçса парать. Кунтах мăшăрĕпе - Валентина Алексеевнăпа - çемье пурнăçне ырă тĕслĕхпе йĕркелесе пыни, тăватă ывăлне тĕрĕс воспитани парса аслă çул çине кăларни пирки çырнă хайлавсем, Петр Максимович хăй çырнă сăввисем те вырăн тупнă. Мăшăр ĕмĕрĕпех пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнать. Ахальтен мар вĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 2010 çулта "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа наградăланă.

Кĕскен кĕнеке авторĕн тĕп сăнарĕ пирки. Петя саккăр тултарсанах хуçалăх ĕçне явăçнă. Урăхла каласан, çап-çамрăклах ури çине ĕне пуснă темелле. Шкулта чухне класри активист, çар хĕсметĕнче - ырă тĕслĕхлĕ матрос, службăран таврăнсан ялти комсомол организацийĕн секретарĕ, ирĕклĕ пушар дружинин командирĕ, Патăрьелĕнчи ял хуçалăх шкулĕнче вĕреннĕ чухне - комсорг, выльăх тухтăрĕнче тăрăшнă чухне - Первомайск, унтан Пикшик ял Совечĕсен депутачĕ... Строительство организацийĕсенче ĕçленĕ вăхăтра та Петр Максимович халăхран уйрăлман: пропагандист, агитатор, профсоюз организацийĕн секретарĕ, халăх сучĕн заседателĕ, потребительсен обществин уполномоченнăйĕ тата ытти те пулнă. Обществăлла ĕç ăна яланах пурнăçра çунат хушса хавхалантарнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та ăна ял çыннисем канлĕ пурăнма паман, старостăна суйланă. 18 çул çак яваплăхпа вырăнти хăй тытăмлăх органне пулăшса пынă.

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Петр Максимович евĕр хастар, ăнлануллă çынсем нумай пулсан район тата ытларах мăнаçланĕ. Вулавăша çакăн евĕр паха та пуян содержаниллĕ, ĕç ветеранĕсем, пирĕн паттăрсем, ял, район историйĕ пирки çырнă кĕнекесем парнелени - пысăк ĕç. Автора творчествăра ăнăçу, унăн геройне - Петр Максимовича вара район пурнăçне малашне те хастар хутшăнма çирĕп сывлăх сунатăп,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Ман кун-çулăм _ ман пуянлăх" кĕнеке презентацине хутшăннă май.

Çĕнĕ кĕнекене пахалама районти таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Д. Коннов, хисеплĕ ĕç ветеранĕсем В. Салмин тата Н. Селиванов, Петр Маловăн Николай, Игорь, Станислав ывăлĕсем, вулавăш ĕçченĕсемпе краеведсем хутшăнчĕç.

А. Егорова

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика