Çĕнтерỹçĕ-рысаксем - пурте Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2019, 09:55 Просмотров: 233

Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Чăваш Ен Пăр кубокне çĕнсе илессишĕн лаша ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен, Тутарстан, Ульяновск, Финлянди юланутçисем хутшăннă. Пысăк ăмăртура пирĕн район спортсменĕсем хастарлăх кăтартнă. Старт илнĕ 17 рысакран ытларахăшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен пулни те савăнтарать. Вăл çеç те мар-ха. Финиша чăн малтан кĕнĕ "Помпей" рысак (наездникĕ Ф. Земдиханов, Шăнкăртам) хыççăн иккĕмĕш "Комбинатор" (наездникĕ С. Кузьмичев, Пăлапуç Пашьел), виççĕмĕш каллех пирĕн район чысне хỹтĕленĕ "Акцент" (наездникĕ В. Павлов, Кивĕ Ахпỹрт) çитнĕ. Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш вырăнсене те хамăр ентешсемех тухнă (наездникĕсем А. Красновпа Н. Пыркин).

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика