Çурхи шыв-шур инкек ан кăтарттăр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2019, 09:59 Просмотров: 231

Иртнĕ эрнере районта чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе тимлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ.

Çуркуннехи шыв-шур тапхăрне тĕплĕн хатĕрленсе ирттерсе ярас, инкекрен асăрханма халăхпа кирлĕ пек ăнлантару ĕçĕсем йĕркелес ыйтусене тĕпе хунă лару ĕçне Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн пĕрремĕш çумĕ Юрий Антонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Николай Осипов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе чрезвычайлă лару-тăрушăн яваплă организаци представителĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа - 2019 çулхи çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерессипе - район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин доклад туса пачĕ, ку тĕлĕшпе район тата вырăнти ял тăрăхĕсенче ейĕве парăнтарассипе йĕркеленĕ комиссисен умĕнчи тĕллевĕсене çивĕчлетрĕ.

- Районти хăш-пĕр ялсен пĕр енне Пăла юхан шывĕн çыранĕсем чикĕленĕрен çуркуннехи ейỹ сарăлса çынсем пурăнакан çурт-йĕре, хуралтăсене шыв айне тăвас хăрушлăх пур. Çак зонăна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 9 ял (Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел, Кивĕ Ахпỹрт, Первомайски, Тикеш ялĕсем) кĕреççĕ. Пĕлтĕр çак ялсенчи Пăла çумĕнче пурăнакан çемьесем чылайăшĕ шыв-шур мăшкăлĕ пулчĕç темелле. Пĕтĕмĕшле 109 çуртра пурăнакан 241 çын хăрушлăх зонинче. Вĕсене пурне те ял тăрăхĕсенче шыв-шурпа çыхăннă инкек-синкекре малтанхи пулăшу памалли, çынсене эвакуацилемелли, выльăхĕсене çăлса хăвармалли условисемпе паллаштарнă. Ятарлă пулăшу службисем çак ĕçе пурте явăçнă.

Ватăсем вутран шыв пек, шывран вут пек хăрама хушнă. Шел пулин те, иртнĕ çулхи шыв-шур тапхăрĕ пире 8,5 миллион ытла тенкĕлĕх тăкак кăтартрĕ. Кăçалхи çуркунне те пире паянах шыв сарăлнă тапхăра кирлĕ пек хатĕрленме ыйтать. Кун валли сăлтавĕ те çук мар. Нарăсăн15-мĕшĕ тĕлне республикипе юр хулăнăшĕ 30 - 54 сантиметрпа танлашнă. Пирĕн тăрăхри юр саппасĕ те 149 процент. Çĕр нỹре çăтса ĕлкĕрейменни куç умĕнче. Çавăнпа та вырăнсенче паянах шыв юхакан пăрăхсене, каналсене, дамбăсене ытти гидротехника сооруженийĕсене пăхса ямалла. Шыв сарăлнă вăхăтра оперативлă штабсен талăкĕпех дежурство йĕркелемелле, çынсен пурнăçĕпе кăсăклансах, вĕсене лару-тăру пирки хыпарласах тăмалла, - терĕ Григорий Николаевич.

Пурнăçра нимĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Çапах та унтан сыхă тăни, асăрханни хуйхă-суйха парăнтарнинчен ансатрах. Комисси ларăвĕнче çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çынсемшĕн е вĕсене тивĕçтерекен çăмăллăхсемшĕн яваплă организаци представителĕсем те хăйсен хатĕрлĕхĕпе паллаштарчĕç. Вăл шутра район халăхне электроэнергипе, газпа тивĕçтерекен, çул-йĕрсене пăхса тăракан, çынсен сывлăхĕшĕн, тăнăçлăхпа йĕркелĕхшĕн яваплă ертỹçĕсем, Патăрьел, Туçа, Первомайски ял пуçлăхĕсем иртнĕ çулхи йăнăшсене тăвас мар тесе вырăнсенче мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки кĕске отчетсем турĕç. Тухса калакансен сăмахĕ тăрăх пурте йĕркеллех (Турă сыхлатăр усалтан) пулмалла пек: кирлĕ техникăсем çителĕклĕ, хăйăрпа вак чул купипех, медработниксем, йĕрке хуралçисем пăтăрмаха парăнтарма хатĕр... Анчах та калаçу шалтан-шала кĕрсе пынă май, никамăн та хăйăр тултарма пĕр михĕ те çукки палăрчĕ. Ку йăлтах хатĕр пулнине ăнлантарать-ши?

- Çуркуннехи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярасси - пĕрлехи тĕллев. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн постановленийĕпе комисси туса хунă, тĕп мероприятисен планне те çирĕплетнĕ. Урăхла каласан, кашни ял тăрăхĕнче хамăр умма лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçласа пырсан, ейỹ тапхăрĕ хур кăтартмĕ, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн пĕрремĕш çумĕ Юрий Антонов районта пурăнакан кашни çын чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине, васкавлă пулăшу службисен "01" тата "112" телефон номерĕсене пĕлмеллине, юр ирĕлсе пынăçемĕн шыв çулĕсене уçса тата тасатса тăмаллине тата ыттине те каларĕ, шыв-шур тапхăрне сахал тăкаксемпе ирттерсе яма ăнăçу сунчĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика