Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2019, 10:03 Просмотров: 211

 

Йĕркелÿ комитечĕн  ларăвĕ иртнĕ

Республика кунĕ — Чăваш Ен патшалăх тĕп уявĕ. 1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçласа паллă тунă ăна. Унтанпа чăваш халăхĕн чи юратнă уявĕ пулса тăнă.

Правительство çуртĕнче 2019 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă. Республика кунне халалланă тĕп мероприятисене мĕнле хатĕрленни пирки ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Леонид Ватковский, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Елена Чернова пĕлтернĕ. Кăçал Республика кунĕ Улатăр районĕнче те иртĕ. Вырăнти ĕçсем çинчен Улатăр районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Нина Шпилевая видеоконференци мелĕпе каласа кăтартнă. Нина Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, тĕп мероприятисем Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче пулĕç.

Шупашкар татах чиперленĕ

Республика тĕп хулине никĕсленĕренпе кăçал 550 çул çитет. Сумлă юбилее вăл хăйĕн сăнне палăрмаллах капăрлатса кĕтсе илме хатĕрленет. Юлашки çулсенче çĕнĕ обьектсем, пурăнмалли çуртсем хута кайнă, Атăл хĕрри илемленнĕ, ытти те. РФ строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Андрей Чибис Шупашкарта ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май чылай объекта çитсе курнă. Мускав хăни малтан Атăлăн Мускав районĕн хутлăхĕнчи çыранĕпе паллашнă. «Раççей Федерацийĕнче 2011-2018 çулсенче шалти тата тулашĕнчи туризма аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çыран хĕрринче 4 километра яхăн автомашинăпа, велосипедпа тата çуран çÿремелли çул, тасатакан 3 сооружени, спорт лапамĕсем, кану вырăнĕсем тунă, тĕп пляж территорине хăтлăлатнă. Кăçал çак ĕçе малалла тăсмалла. Хĕрлĕ тÿремре 6,2 гектар йышăнакан территорине реконструкцилемелле, шыв хĕррине анмалли вырăна ешĕллетмелле. Шупашкар кÿлмекĕ таврашне те тирпей-илем кÿмелле. Пĕтĕмпе 1,3 млрд тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

Вăрлăх  хатĕрлеççĕ

Çур аки ĕçĕсене хатĕрленесси — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тивĕçлĕ ведомствăсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулнă.

«Россельхозцентр» хысна учрежденийĕн республикăри филиалĕн ертÿçи Николай Малов пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 47,2 пин тонна тĕрĕсленĕ. Тасатса кондицие çитерни — 35 пин тонна /74%/.

Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенчи хуçалăхсем пур вăрлăха та тĕрĕслев витĕр кăларнă. Хуçалăхсенче 57 звено ĕçлет. Вăрлăх хатĕрлес ĕç малалла пырать.

«Çамрăк профессионалсем» уçă чемпионата хатĕрленеççĕ

Нарăсăн 25-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре «Çамрăк профессионалсем» уçă чемпионат иртмелле. Унта 12 регионти студентсемпе шкул ачисем хутшăнĕç: пурĕ 340 яхăн çын. Ăмăртăва ирттерме ятарласа 9 лапам хатĕрленĕ. Çамрăксен ăсталăхне 340 эксперт хаклĕ. 16-22 çулсенчи студентсем 40 компетенцире тупăшĕç. «Повар ĕçĕ», «Кондитер ĕçĕ», «Электроника» компетенцисенче тупăшакансен йышĕ самай пысăк. Уçă ăмăртура çĕнтернисем кăçал Хусанта иртекен тĕнче чемпионатне лекме пултарĕç.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика