Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019, 09:55 Просмотров: 649

Кайăк-кĕшĕк грипĕ - хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ. Вăл мĕн пур вĕçен кайăксене ерме пултарать, ытларах куçса çỹрекеннисем чирлеççĕ. Чир вирус ернĕ тискер кайăк ыттисемпе хутшăннинчен пуçланать. Амак çынна чăх-чĕпе тăрантарнă чухне гигиена йĕркисене пăхăнмасан, хур-кăвакала касса вакланă чухне, лайăх пиçмен аш-какай тата çăмарта çисен çынна ерме пултарать.

Вĕçен кайăксем кăнтăртан таврăнма пуçларĕç, çавна май кайăк-кĕшĕк грипĕ пирĕн тăрăха килес хăрушлăх та тухса тăрать. Чир ан сарăлтăр тесен пирĕн сыхă пулмалла:

_ хур-кăвакала, чăх-чĕпе, кăрккасене ирĕкри кайăк-кĕшĕкпе хутшăнтармалла мар, килте хупса усрамалла;

_ кайăк-кĕшĕке ытти выльăхран уйрăм тытмалла;

_ май пулсан вырăнта хатĕрленĕ комбикормпа кăна усă курмалла, пĕлнĕ-пĕлмен, ялтан-яла сутса çỹрекенсенчен выльăх апатне туянмалла мар;

_ чăх-чĕп усракан витесен чỹ- речисене, алăксене сетка лартмалла;

_ кайăк-кĕшĕк туяннă чухне ветеринари докуменчĕсене кăтартма ыйтăр;

_ туяннă хыççăн кайăк-кĕшĕке 21 кун таран уйрăм пỹлĕмре усрамалла, ыттисемпе хутшăнтармалла мар;

_ кайăк-кĕшĕк виллине çунтарса ямалла. Кайăк-кĕшĕк чирĕн паллисем çакăн пек: амак ерни апат çиме, шыв ĕçме пăрахать, ытларах куçне хупса, пуçне усса ларать, тĕкĕсем тăртанаççĕ, ỹт температури ỹсет, пуçне каялла хурса утать, çăмарта тăваслăх чакать, шывра ункă туса ишет, хăй таврашĕнчи хăрушлăхсене асăрхамасть, сăмсаран юхать, хăрăлтатать, киккириккипе хăлха çаккисем шыçса хуралаççĕ, суккăрланать, шăнăр туртать, шалкăм çапать.

Чăх-чĕп тăтăш тата йышлă вилет.

Çак муртан сыхланма темиçе правилăна çирĕп пăхăнмалла:

_ тискер кайăксем ишме пултарнă шыва кĕме, ĕçме юрамасть;

_ çăмартана 10 минутран кая мар пĕçермелле;

_ аша 100 градус температурăра 30 минутран кая мар хатĕрлемелле;

_ кайăк-кĕшĕк какайне тата çăмартана лавккаран кăна туянмалла.

Килте хур-кăвакал, чăх-чĕп ытларах вилсен тата вĕсем чирлине асăрхасан çийĕнчех районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцие пĕлтермелле.

А. ДЕМИДОВА, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцин врачĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика