Рсепублика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 17:52 Просмотров: 364

Çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ пуçланнă

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемионачĕ пуçланнă.

Сумлă ăмăртăва Шупашкар 7-мĕш хут йышăннă. Пĕрремĕшĕ 2002 çулта иртнĕ. Раççейри чи вăйлă атлетсем юлашки хут Чăваш Ене 2016 çулта пуçтарăннăччĕ. Чăваш çĕрĕ тĕнчери чи сумлă турнирсенче палăрнă спортсменсене çул уçса панă. Кăçал та Чăваш Ене 72 регионтан 731 спортсмен килсе çитнĕ.Чемпионат валли çĕнетнĕ стадионта вĕсем тĕрлĕ дистанцире чупас, сикес, тĕрлĕ снаряд ывăтас енĕпе вăй виçеççĕ. Пирĕн республика чысне 22 атлет хÿтĕлет. Анжелика Сидорова, Татьяна Архипова, Екатерина Ишова, Александр Новиков, Елена Наговицына тата ыттисем старта тухĕç.

Спорт уявне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ - çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, ЧР спорт министрĕ Михаил Богаратов, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Елена Николаевăпа Валентина Егорова хутшăннă.

 «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсра мала тухнисене укçан пулăшĕç

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсăн регионти çĕнтерÿçисене укçан пулăшу парса тивĕçтермелли ĕç хутне пăхса тухса йышăннă. Хула поселенисем – 180 пин, ял поселенисем – 120 пин тивĕçесси планра пур.  Чăваш Республикин республика хыснинче çĕнтерÿçĕсем валли 1,2 млн тенкĕ уйăрнă.

Регион шайĕнче палăртнă çĕнтерÿçĕсене федераци шайне конкурс комиссине тăратĕç.  Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене вара юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çирĕплетĕç. Çак конкурса 2017 çултан ирттерме пуçланă.  Çĕнтерÿçĕсене яланхиллех Раççей Федерацийĕн Правительствин дипломĕсемпе чыслĕç тата  укçан парса хавхалантарĕç. Аса илтеретпĕр, 2018  çулта конкурсра Чăваш Республикин тĕп хули – Шупашкар мала тухнă, вĕсем  иккĕмĕш вырăн йышăннă. Муркаш районĕнчи Юнкă ял поселенийĕ те иккĕмĕш вырăна тухса ыттисене тĕслĕх кăтартса панă.  Шупашкар хулине федераци бюджетĕнчен 2,280 млн тенкĕ куçарнă, Муркаш районĕнчи Юнкă ял поселение – 720 пин тенкĕ тивĕçтернĕ.    

 

Предпринимательлĕхе аталантарма

Раççей шайĕнчи пуçарусем – «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата предпринимательлĕх пуçарăвĕсене пулăшасси», «Ĕç тухăçлăхĕ тата ĕçпе тивĕçтереслĕхе пулăшасси» наци проекчĕсем – пĕтĕмĕшле çĕршывăн тата уйрăммăн регионсен экономикине çĕклес тĕллевлĕ. Вĕсен тивлечĕпе республикăра та анлă ĕç пурнăçланать. Малтанхи ÿсĕмсем те пур. Чăваш Енри Экономика министерствин информацийĕ тăрăх, сăмахран, «Манăн бизнес» центр туса хурассипе ĕç малалла пырать. Вăл пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшакан мĕнпур инфраструктура объекчĕсене пĕрлештерĕ. Урăхла каласан, вĕсен патшалăх пулăшăвĕн тата тивĕçтерĕвĕсен пур тĕсне те пĕрлĕхлĕ вырăнта илме май пулĕ. Çав шутра – ăнлантару-вĕрентÿсем, бизнес-план çырасси, укçа-тенкĕ пулăшăвне тивĕçесси тата ытти пирки. Кунсăр пуçне Чăваш Республики ĕç тухăçлăхне ÿстерес енĕпе те наци проекчĕн пурнăçлавне пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывать

Халăх сывлăхĕшĕн

Пирвайхи пулăшу çынсем фельдшерпа акушер пункчĕсенче илеççĕ. Вĕсем пирĕн республикăра 527. Юлашки ултă çулта 179 ФАП ĕçлеме пикеннĕ. Кăçал Улатăр районĕнче çĕнĕ пункт уçăлнă тата 26 учреждени юсаса çĕнетмелле. Çавăн пекех часах Çĕрпÿ, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пĕрер ФАП, Елчĕк районĕнче икĕ ФАП хута каймалла.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика