Ятарлă стипенди илме документсене хатĕрлемелле

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2019, 10:27 Просмотров: 212

Республикăра пурăнакан çамрăксене вĕренỹре, спортра, творчествăра тунă çитĕнỹсемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантарасси ырă та çирĕп йăлара. Çакă Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать. Кăçал та 14 - 30 çулхи çамрăксенчен августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен ятарлă стипенди илмешкĕн документсем йышăнаççĕ. Конкурса вĕренỹре, спортра, производствăра, наукăпа тĕпчев ĕçĕнче курăмлă ỹсĕмсем тунă пултаруллă вĕренекенсемпе тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансем хутшăнма пултараççĕ. Ун пек маттурсем пирĕн районта та сахал мар. Çавăнпа та мĕнле документсем пухса хатĕрлемелли пирки район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен пайĕнче тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелле, ыйтусем тупăнсан творчество çурчĕн çамрăксемпе ĕçлекен центрне (пĕрремĕш вăтам шкулăн кивĕ çурчĕ, иккĕмĕш хутра) пымалла. Документсене сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр çитермелле. Сăмах май каласан, иртнĕ çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 27 çамрăк çак чыса тивĕçнĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика