Вакка чăмни усси пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2020, 14:06 Просмотров: 238

Вырсарникун, январĕн 19-мĕшĕнче, православи тĕнне тытса пыракансем Иисус Христос Иордан кỹллинче шыва кĕнине асăнаççĕ. Вăл праçник ыран тенĕ чухне вара типĕ тытаççĕ, çав куна сочельник теççĕ. Каçхи кĕлĕ хыççăн чиркỹсенче кĕл туса шыва тасатаççĕ, Кăшарнинче вара турăшсемпе ятарласа каснă ваксене шыва кĕме каяççĕ. Унта кĕл туса шыва тасатнă хыççăн çынсем пĕрин хыççăн тепри виçĕ хутчен сăх сăхса чăмса тухаççĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин пĕлтернĕ тăрăх, районти ултă ял тăрăхĕн- че (Алманчă, Патăрьел, Первомайски, Ыхра Çырми, Турхан, Çĕньял) шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрленĕ. Çакна та асăрхаттарса хăвармалла. Кăçалхи хĕл хăйĕн кăралăхне кăтартсах каймарĕ. Çавна май пăр çийĕ хулăн мар. Çавăнпа та шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнни питĕ кирлĕ. Вак патне пырас умĕн урана шутарман, çăмăл тата меллĕ хывăнакан пушмак тăхăнмалла, шыва кĕриччен ỹт-пĕве ăшăтмалла, шăм-шака çемçетмелле, хусканусем тумалла. Организм ытлашши ан шăнтăр тесен вакра пĕр минутран ытла тăма юрамасть. 

Виççĕ чăмса тухнă хыççăн чей ĕçмелле, типĕ тумтир тăхăнмалла. Эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕме пачах та юрамасть. Маларах пурин те тухтăрпа канашласа пăхмалла, чĕре хавшак пулсан çын температура уйрăмлăхне тỹсеймессе те пултарать. Гипертони, ỹпке чирĕпе аптракансен те вакăра чăмса тухма тытăнса тăмалла.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика