Халăх çыравĕн талисманне палăртар

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2020, 14:09 Просмотров: 315

2020 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртнĕ май, унăн талисманне палăртмалли наци конкурсĕ январĕн 14-мĕшĕнчен пуçланнă. Çавна май районти ỹнерçĕсемпе дизайнерсене, пултарулăх çыннисене çакна пĕлтересшĕн. Талисман сăнарĕнче çын е чĕрчун, ỹсентăран е тата урăх япала символ пулма пултарать. Тĕслĕхрен, иртнинче çырав эмблемиллĕ футболка тăхăннă савăнăçлă арçын ача талисман пулнă. Конкурс условийĕпе килĕшỹллĕн пур ĕçе те авторăн хăйĕн шутласа тупмалла, ку таранччен усă курнă персонажсене е сăнарсене кĕртме юрамасть. Конкурса хутшăнакансем талисмана ỹкернĕ чухне Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн официаллă символикипе усă курма пултараççĕ.

Çĕнтерỹçĕн ĕçне МИХ хатĕрĕсенче вырнаçтарĕç, çавăн пекех, çитес çырава халалланă массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне усă курĕç. Конкурс çĕнтерỹçи 60 пин тенкĕ укçан премие тивĕçĕ.

Конкурса ĕçсене февралĕн 10-мĕшĕччен (Мускав вăхăчĕпе 12 сехетчен) тăратмалла. Унта 18 çул тултарнă Раççей гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнас тесен "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020" сайт çинче (www.strana2020.ru) регистрациленмелле, ятарлă формăна çырса тултармалла, унта хăвăрăн ĕç пирки ссылка тумалла. Кашни конкурсантăн ĕçе Инстаграмра хăйĕн страницинче вырнаçтармалла, @strana2020 активлă ссылкăпа, çавăн пекех, талисман-перепись хештегпа паллă тумалла. Унăн Инстаграмри аккаунчĕ кашниншĕн уçă пулмалла, ĕçĕ .png е .jpeg формата тивĕçтермелле. Пĕр çын конкурса виçĕ ĕçрен ытла тăратма пултараймасть.

Çĕнтерỹçĕне икĕ тапхăрпа палăртаççĕ: Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020 сайт çинче пурте хутшăнма пултаракан сасăлав тата жюри суйлавĕ пулĕ. Жюри членĕсем профессионаллă художниксем, дизайнерсем, Раççей статистикин, "Комсомольская правда" издательство çурчĕн ĕçченĕсем тата конкурса йĕркелекенсем.

Сасăлав "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020" сайт çинче февралĕн 11-мĕшĕнче пуçланать. Сайт çинче регистрациленнĕ кашни çыннăн сасăлава хутшăнма май пур. Чи лайăх символа суйласа илсе ("Килĕшет" ("Нравится" е "лайк") паллăсене лартмалла. Пĕр "лайк" пĕр балл тенине пĕлтерет. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи нумай балл пухнă ĕçсене шорт-листа кĕртеççĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта шорт-листа кĕртнĕ проектсене хаклаççĕ. Жюри членĕсем кашни ĕçе баллсем параççĕ. Вĕсене пĕтĕмлетсе "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020" талисмана шутласа тупнă çĕнтерỹçе палăртаççĕ.Конкурс пĕтĕмлетĕвне февралĕн 28-мĕшĕччен халăх çыравĕн тата "Комсомольская правда" сайтсенче, социаллă тытăмсен официаллă страницисенче пичетлеççĕ.

Конкурс пирки тĕплĕнрех Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă почта çине çырса ярса ыйтса пĕлме пулать.

Аса илтеретпĕр,

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Унта цифра технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çитес çыравăн чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхĕ вăл Раççейре пурăнакан кашни çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (Gosuslugi.ru) электронлă çырав хутне хуравласа тултарма май пурри. Раççей статистикин çыравçисем кил хуçалăхсене çитсе çынсенчен ыйтса хуравсене ятарлă программăсемлĕ планшетсем çине кĕртеççĕ. Çавăн пекех, ятарлă участоксенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ центрсенче халăх çыравне хутшăнма пулать.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика