Пушарăн сăлтавĕсем - юсавсăр мăрье, счетчик замыканийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.01.2020, 11:41 Просмотров: 183

ĔКХИПЕ танлаштарсан паян пỹртсенчи юсавсăр мăрьесене пула тухнă пушарсен шучĕ пысăк мар. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра чылайăшĕ кил-çурта газпа ăшăтать. Ульяновкăри çак арçын та "кăвак çулăм" ырлăхĕпех савăннă-ха. Анчах та тỹлевпе вăхăтра татăлманран ăна газпа усă курма чарнă. Кăçалхи хĕл кунĕсем ăшă тăраççĕ пулин те çурта хутмасăр тăраймастăн. Çакскер те мăрйине тахçанах юсаманнине манса кайсах вутăпа хутса ăшăннă. Пĕр ирхине вара çурăк мăрьерен çулăм тухса тăрса хыпса илнĕ. Иртнĕ эрнекун вара Именкассинчи пĕр хуçалăхра пушар тухнă. Урамри счетчикран замыкани пулса çурт-йĕре вут хыпса илнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче те çуртсем çунса юрăхсăра тухнă.

Çулталăк пуçланнăранпа районта тăватă пушара шута илнĕ. Вĕсенчен пĕри автомашинăпа çыхăннă. Район центрĕнчи пĕр магазин умĕнче груз турттаракан техника юсавсăррипе чутах çунса кайман. Инкеке вăхăтра парăнтарнă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика