Çĕнĕ Ахпÿртре çĕнĕ шкул-сад пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020, 10:26 Просмотров: 156

Çĕнĕ Ахпÿртре çĕнĕ шкул тăвас ыйтупа тинех пăнчă ларăнчĕ. Тĕрлĕ варианта пăхса тухнă хыççăн район администрацийĕ кунти «Çеçпĕл» ача сачĕн 1989 çулта çĕкленĕ икĕ хутлă çуртне тĕпрен юсаса пуçламăш шкул-ача сачĕ валли юрăхлă тăвас тата унăн çумне хушма здани хăпартас ыйтупа Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен  политикин министерствине çырупа тухрĕ. «Çÿлтисем» çакна ырласа йышăннă.

Аса илтеретпĕр, Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 9 класс-комплектра халĕ 74 ача вĕренет. 1950 çулта çĕкленĕ икĕ хутлă пĕлÿ çурчĕ чăннипех те кивелнĕ, ăшă та тытмасть. Йывăçран тунăскер шатăртатса типсе кайнă, пушар хăрушлăхĕ питĕ пысăк. Çавăн пекех кунта спорт тата акт залĕсем те çук.

Çĕнĕ Ахпÿртсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе кăтартуллă-ха. Кунти хоккеистсем Мускав таранах çитме пултарчĕç. Çапах та çĕнĕ çуртра спорт зал хута кайсан тата ытларах чемпионсем тухасси куç кĕретех. Ял халăхĕ те кунти сукмака такăрлатĕ.

Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Ахпÿртре тулли мар яваплă «Шупашкарти проектпа тĕпчев предприятийĕ» пĕрлешÿ (ертÿçи Сергей Смирнов) проект тăвас тĕллевпе геологи, геодезипе экологи тĕпчевĕсем ирттерет, ача сачĕн территорине ÿкерет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çитес çул обьекта тума пуçлама проектпа çыхăннă ыйтусене кăçал пĕтĕмпех вĕçлемеллине çивĕчлетнĕ.

А. Иванов

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика