Ăмăртуран - çитĕнỹпе

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2020, 15:58 Просмотров: 157

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн, февралĕн 21-мĕшĕнче, Шупашкарти "Спартак" спорт керменĕнче Мускаври офицерсен "Тăван çĕршывăн ывăлĕсем" обществăлла организаци правленийĕн председателĕн В. Ильин вице-адмиралăн парнисене ялти ачасем хушшинче çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва В. Ильин вице-адмирал хăй те килсе çитрĕ. Мероприятие уçнă çĕре çавăн пекех ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ И. Головин, Раççей ШĔМĕн управлени пуçлăхĕ, полици полковникĕ С. Волков, Патăрьел тата Комсомольски район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р. Селивановпа А. Осипов тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Сăмах май, çакна та палăртса хăварас килет: В. Ильин Комсомольски тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, унăн амăшĕ пирĕн районти Первомайскинче кун çути курнă. Владислав Алексеевич ячĕпе хисепленекен турнира кăçалхипе тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта ăс пухакан ачасен команди Д. Сегов тренерпа Ю. Краснов физкультура учителĕ ертсе пынипе финала тухма пултарчĕ. Унта вара Шупашкар командине выляса янăран иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, вице-адмиралăн кубокне тата парнисене тивĕçрĕ. Пĕлтĕр волейболистсем виççĕмĕш тухнăччĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика