Сад-пахчари ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:32 Просмотров: 262

 Çуркунне вăй илсе пычĕ. Çавăнпа та сад-пахчари ĕçсене те асăрхасах тăма тăрăшăр. Йывăç-тĕмсем мĕнле хĕл каçнине тĕрĕслесе тухăр. Çырла тĕмĕсем ытла çăра туратланнă пулсан, иртсе сайратмалла. Хăмла çырлин типĕ турачĕсене çĕр çумĕнченех касмалла. Аялти пайĕ тăртаннă пĕр çулхи туратсенче хăмла çырли галлици текен сăтăрçă хĕл каçать. Çавăнпа ун пек туратсене тỹрех иртсе пăрахма юрать.

Хура хурлăханăн ватăрах турачĕсене (5-6 çултан аслăраххисене), хĕрлĕ хурлăханпа шурă хурлăханăн вунă çула яхăн ỹсекен турачĕсене касмалла. Çакă тĕмсене “çамрăклатма” пулăшать. Паллах, хуçăлнă, хăрнă, чирлĕ туратсене те иртмелле.

Пахчаçăсен ĕçĕсем те хушăнсах пыраççĕ, çĕр улми яровизацилеме хума вăхăт. Унсăр пуçне помидор калчисемпе ир акса çитĕнтермелли ытти культурăсен калчисем еплерех аталаннине те сăнасах тăмалла.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика