Çĕре парăннă çын

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 08:19 Просмотров: 330

Хирте акнă-лартнă культурăсем пысăк тухăç парасси агроном пĕлỹлĕхĕнчен, пултарулăхĕнчен нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна çĕр хуçи теççĕ. Унăн пире тăрантараканăн, тумлантараканăн мĕнле сывланине те туйма, курма, вăхăтра сиплеме пĕлмелле. Тăрăнти Федор Медведевра çак енсем пурте пур. Вăл çĕре чунĕпе, чĕрипе парăннă çын.

Федор Владимирович 1936 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртнĕрен çăмăлах пулман. Нуши-тертне самаях ас тивнĕ, çавна май пурнăç хакне питĕ лайăх пĕлет. Йывăрлăхсене пăхмасăрах унăн вĕренес, тавракурăмне аталантарас килнĕ. 1953 çулта Патăрьелĕнчи вăтам шкулта ăс пухнине çирĕплетекен аттестата илнĕ. Малалла пĕлỹ илме май пулманран вăл Мичурин ячĕллĕ колхозра тăрăшнă. Çамрăк каччă 1955 çулта салтак аттине тăхăннă. Виçĕ çул çар ретĕнче тăнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Тỹрех Чăваш ял хуçалăх институтне (халĕ аграри университечĕ) çул тытнă. Агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн ĕнерхи студент çуралнă кĕтесех таврăнать. "Герой" колхозра тĕп агроном пулса вăй хума пуçлать. Тăрăшулăхне кура Федор Владимировича 1970 çулта "Герой" хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. 15 çул çак çăмăл мар лава туртать. Каярах "Батыревский" хуçалăхра агрономра, "Була" кооператив йĕркеленсен председательте, Тăрăн ял тăрăх администрацийĕнче çĕр йĕркелỹçинче, 2005-2008 çулсенче "Исток" çĕр ĕç фирминче тĕп агрономра тăрăшнă. Унăн ĕç стажĕ 40 çултан та иртнĕ.

 Ăçта вăй хурсан та Ф. Медведев хăйне шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа, чунтан пурнăçланă. Çакна кăтартусем те çирĕплетеççĕ. 1992 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен районти вăтам кăтартăвĕ кĕлет виçипе 30,5 центнерпа танлашнă пулсан "Була" хуçалăхăн 34,5 центнер пулнă. Ытти çулсенче те çаплах. Ĕмĕр тăршшĕпе пухăннă ĕç опытне Федор Владимирович çамрăксене пама тăрăшнă.

- Агроном профессине алла илнĕ пулсан та ĕçре пĕлменлĕхсем, ăнланманнисем пулаççех. Малтанхи вăхăтра мана Федор Владимирович хăйĕн канашĕ- семпе нумай пулăшрĕ. Паян та эпĕ вăл вĕрентсе каланисене асра тытатăп, унăн опычĕпе усă куратăп, - тет "Исток çĕр фирминче ĕçлекен Дмитрий Ерофеев агроном. Тăрăшулăхне кура Ф. Медведев тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ. 1970 çулта вăл "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ", эрозие хирĕçле пурнăçланă ĕçсемшĕн 1983 çулта Чăваш АССРĕн Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, 1971 тата 1973 çулсенче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Çавăн пекех унăн "Ĕçре палăрнăшăн" медаль, ВДНХан кĕмĕл тата пăхăр медалĕсем тата ытти сумлă хутсем пур. 2013 çулта вăл "Патăрьел районĕн хисеплĕ çынни" ята илнĕ.

Федор Владимировичпа мăшăрĕ - Александра Петровна - ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Иккĕшне те тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ хисеплĕ çемье ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнать.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика