Илемлĕ чăваш тĕрри

Категория: Публикации Опубликовано: 13.07.2021 15:57 Просмотров: 192

 Кашни çын хăйĕн пурнăç сукмакне ачаран ĕмĕтленнĕ шухăш-туйăмпа пĕрлештерме ĕмĕтленет. Çакна тума вара вăл пур вăй-халне хурать. Ачаран ашшĕ-амăшĕ пек вĕрентекен пулас ĕмĕт Нинăн пуçĕнчен пĕр самантлăха та тухман. Аслисем ĕçе тухса кайсан асламăшĕпе пĕрле пĕчĕкскер алă ĕçне хăнăхнă, кил-тĕрĕшре тирпей-илем кỹнĕ. Тĕрленĕ ал шăллисем çине савăнса та юратса пăхнă, ун пек тума тăрăшнă.

 Кунсем, çулсем иртнĕ. Хĕрача шкула çỹреме пуçланă. Аппăшĕпе пĕрле вулама-çырма вĕреннĕ. Каярахпа иккĕшĕ те вĕренỹре чи лайăххисем пулнă. Кружоксене çỹренĕ, пултарулăхĕсемпе вĕрентекенсене савăнтарнă. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Н. Исаева Чĕмпĕрти педагогика институтне çул тытнă. Дипломлă специалист мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта географи учителĕ пулса ĕçлет. Канăва тухсан та ĕçрен часах уйрăлмасть. Пĕрлех ашшĕ - Александр Павлович - учитель, директор пуçарнă краеведени ĕçне те малалла тăсать.

1978 çулхи çу уйăхĕнче кỹршĕ ял каччипе Василий Матвеевпа пĕр çемье чăмăртаççĕ. Икĕ хĕр çитĕнтереççĕ, аслă пĕлỹ параççĕ. Хăйсем суйласа илнĕ профессипе вăй хураççĕ вĕсем.

5 мăнук Матвеевсен. Асли - Женя - Хусанти пĕр институтра вĕренет. Виççĕшĕ Шупашкарти тĕрлĕ шкулта ăс пухаççĕ. Пĕр мăнукĕ Мускав хулинче пĕрремĕш класа çỹрет. Чи кĕçĕнни - ача садне.

Нина Александровна 90 çулхи амăшĕпе ялта тĕп килте пурăнать. Вĕсем патне пырсан вара музея лекнĕ евĕрех туятăн. Тĕррисем верандăранах пуçланаççĕ. Пурте хăйсен илемĕпе куçа илĕртеççĕ. Çакнашкал ăста пулма ăна ватă асламăшĕ вĕрентнĕ. Амăшĕ те калпаксем, алса-чăлха çыхать. Мăнукĕсене хуларан çуллахи вăхăтра яла килеккенсене, кỹршĕ-арша хăй ăсталанă япаласемпе савăнтарать.

 Килĕнче мĕн чухлĕ чечек тата Матвеевсен.

Тантăшĕсем те тĕрĕ ăстисем Нина Александровнăн. Надежда Муллина, Нина Макарова пĕртте ỹксе юлмаççĕ. Нина Волкова вара алмазпа та усă курать. Ватă амăшне пăхать, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Çавах алă ĕçĕ тума вăхăт тупать. Надежда Васильевна та шăрçапа тухьясем, масмак, хушпу, мăй çыххисем ăсталать. Вĕсен килĕнчи тĕрĕ ерешĕсем куçа илĕртеççĕ.

Мĕн тери ĕçчен те пултаруллă ялти çынсем. Алă ĕçĕсем çине пăхсан пуçа юрă сăмахĕсем аса килеççĕ. "Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри...".

Р. Павлова

Газета

Архив материалов

Сентябрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика