Октябрь уйăхĕнче сакăр ĕç ветеранне 90 çулхи юбилейпе саламлĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021, 12:10 Просмотров: 349

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче октябрь уйăхĕнче хисеплĕ сакăр ĕç ветеранĕ хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене паллă тăвĕç. Ырă йăлана малалла тăсса Красномайскинчи Зинаида Гаврилована, Анат Тăрмăшĕн- чи Василий Давыдова, Хурама Тварти Геннадий Едриванова, Алманчăри Зоя Краснована, Патăрьелĕнчи Елизавета Павлована тата Федор Кротова, Хирти Пикшикри Айсулу Талюсована, Еншикри Николай Урмакова çуралнă кунпа саламлĕç, вĕсене ырми-канми ĕçшĕн тав тăвĕç, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн, район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă çырăвĕсене çитерĕç. Пурнăç паттăрĕсене юбилей ячĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика