Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.11.2021, 09:47 Просмотров: 222

Тĕрĕ шкулĕ

Республикăра 2015 çулта Чăваш тĕррин музейне йĕркеленĕ. Тĕрре халалласа уçнă музей Раççейре урăх çук. Унта тăван халăх тумĕн тата чăваш хĕрарăмĕн тĕрĕллĕ эрешĕсем упранаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтĕр Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕ. Ăна çулленех ноябрĕн 26-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Музей çумĕнче Чăваш тĕррин шкулне йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш курсне 18 çын çырăннă. Унсăр пуçне республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсем онлайн курс уçма ыйтаççĕ-мĕн. Лекцисемпе ăсталăх класĕсене музей ĕçченĕ Наталия Захарова тата Любовь Вазюкова тĕрĕ ăсти шăматкунсерен ирттереççĕ.

Конференци йĕркелỹçисем кăмăллă юлнă

Цифра трансформацийĕн тытăмĕн ертỹçисене Чăваш Енре питĕ лайăх вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Çакăн пек хакланă Пĕтĕм тĕнчери "Национальная технологическая революция 20.35" конференци йĕркелỹçисем. Унта хутшăннисем проектсене цифра аталанăвĕпе усă курса пурнăçа кĕртмеллине сỹтсе явнă. ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина Чăваш Енĕн цифра экономики валли кадрсем хатĕрлемелли проектпа паллаштарнă. Пирĕн республика Пĕтĕм Раççейри ТОП-3 цифра трансформацийĕн стратегийĕн отрасльне ытларах суйласа илнисен йышне кĕнĕ.

Ачасене пулăшма - акци

Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли куна халалланă акцие Чăваш Ен те хутшăнать. Акцие 2013 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче ирттерме пуçланă. Çак кун ачасен правипе, опекăпа попечительлĕх тата ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвĕпе çыхăннă ыйтусене вĕрентỹ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çул çитменнисен реабилитаци центрĕсенче тỹлевсĕрех уçăмлатма пулать. Çавăн пекех ачасем хăйсен правипе тата яваплăхĕпе паллаштаракан уроксене, вĕренỹ семинарĕсене хутшăнма пултарĕç. Чăваш Енре пурăнакансем ноябрĕн 20-мĕшĕнче 10-ран пуçласа 17 сехетчен (кăнтăрлахи апат вăхăчĕсĕр пуçне) "тỹрĕ линие" (8835) 56-54-15 номерпе шăнкăравласа тăлăхсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пама пултараççĕ.

Черетлĕ çитĕнỹ

Шупашкар Раççейри чи "ăслă" хуласен рейтингĕнче 19-мĕш вырăн йышăннă. Пĕтĕмпе тупăшăва 203 хула хутшăннă. Хула управленине, "ăслă" ЖКХна, хула пурнăçне аталантармалли инновацисене, транспорт тата ытти тытăма тишкернĕ. Чарăнусенчи электрон таблосем, видеосăнав хатĕрĕсене чылай çĕрте вырнаçтарни Шупашкара 20 "ăслă" хуласен йышне кĕме пулăшнă.

Тухтăрсене тав тунă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем коронавируспа кĕрешекен тухтăрсене тав туса Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине тата ветерансен госпитальне санитайзерсем, чей, кофе, пылак çимĕçсем илсе пынă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх ыр кăмăллăх акцине пур фракци депутачĕ те хастар хутшăннă.

Музей та пулĕ

Архитекторсем Куславкка районĕнчи Куснар çывăхĕнче çĕкленекен астăвăм комплексне çитсе курнă. Объектра тепĕр уйăхран ĕç вĕçленмелле. Çитес çул комплекс çумĕнче музей тума пуçлĕç. Пулас музейăн проектне çамрăк архитекторсем тăваççĕ. Музейре хальхи технологисемпе тунă экспозицисем, виртуаллă выставкăсем. халăх пурнăçне сăнлакан экспонатсем тĕпре пулмалла.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика