Тĕл пулусем районшăн пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.11.2021, 14:17 Просмотров: 139

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Раççей пурлăх управленийĕн Мордва, Мари Эл, Чăваш Республикисен тата Пенза облаçĕнчи регионсем хушшинчи территори управленийĕн ертỹçин çумĕпе Евгений Толстовпа тĕл пулнă. Вĕсен калаçăвĕ X-XII ĕмĕрти "Тикеш хулашĕ" культура пурлăхне федераци пĕлтерĕшлĕ объектран муниципалитет пурлăхне куçарасси, ăна малашлăхра аталантарасси пирки пулнă. Сăмах май, хулаш Тикешрен хĕвел анăç еннерех 800 метрта вырнаçнă, унăн лаптăкĕ икĕ гектар.

Çавăн пекех Рудольф Васильевич Раççей коопераци университечĕн филиалĕн Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕпе Валерий Андреевпа курнăçнă. Тĕл пулура шкул ачисемпе профориентаципе ĕçлессине, Уçă алăксен кунне хутшăнассине, институтри преподавательсемпе курнăçусем йĕркелессине те пăхса тухнă.

- Район республикăри чи лайăх аслă шкулсенчен пĕринпе пĕрремĕш çул çеç çыхăну тытмасть. Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсем, диплом илнисем хушшинче район выпускникĕсем те нумай. Вĕсенчен чылайăшĕ республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те вăй хураççĕ, - тесе палăртнă Рудольф Васильевич. Çавăн пекех вăл аслă вĕрентỹ заведенийĕсемпе шкулсем, патшалăх органĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени квалификациллĕ çамрăк специалистсене хатĕрлеме, çакă ĕç паракансене кадрсен кирлĕлĕхне татса пама, уйрăмах ялсенче, май панине каланă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика