Кил-çурт тĕрĕпе илемлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.11.2021, 14:17 Просмотров: 158

 Зоя Петровна 1955 çулхи нарас уйăхĕн 12-мĕшĕнче Татмăш ялĕнче çуралнă. Çемьере вĕсем пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă.

1970 çулта шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи професси училищине повара вĕренме каять. Обществăлла апатлану предприятийĕн Туçари столовăйĕнче вăй хума тытăнать. Каярахпа Патăрьелĕнчи ресторан çумĕн-чи кондитер цехне ĕçе кĕрет. Çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухать кондитер. Ĕç ветеранĕ хисеплĕ ята тивĕç пулать.

1976 çулта Кĕçĕн Патăрьел каччипе Иван Цветковпа çемье çавăрать. Пилĕк ача çуратса тивĕçлĕ воспитани парса ỹс- тереççĕ. Халĕ вĕсем пурте мăшăрланса хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Шел, мăшăрĕ 2001 çулта вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса каять.

Зоя Петровна каласа панă тăрăх, пĕрремĕш тĕррине ачаллах ăсталанă. Вăл халĕ те арча тĕпĕнче упранать.

Пĕрремĕш хут Цветковсем патне кĕрсессĕн мĕнле выставкăна лекрĕм-ши, тесе шухăшласа илтĕм. Алăк патĕнченех тĕрĕсем çакса тултарнă. Чечек савăчĕсене те çыхса илемлетнĕ. Чăн-чăн алă ăсти, унран тĕслĕх илмелĕх пур.

 Хальхи вăхăтра хăтлă çуртра пĕчченех пурăнать, ачисемпе тăхăр мăнукĕ кашни кун тенĕ пекех килсе çуреççĕ.

О. МАРКОВА, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика