Тылри чăтăмлăхпа паттăрлăха манмастпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.11.2021, 14:18 Просмотров: 162

Ачасене тăван çĕршыва юратма вĕрентес, ватă тата çывăх çынсене хисеплеме хăнăхтарас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хỹтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннисен паттăрлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5 класра "Тылри паттăрлăха манмастпăр" литература сехечĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 1941 çулхи октябрь уйăхĕ Чăваш Еншĕн мĕн пур çĕршыври пекех питĕ йывăр та асаплă пулни çинчен асăнчĕ.

Фронтпа тыл пĕрле пулса нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕленес тесе октябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен хỹтĕлев чиккисем тунă. Хĕллехи шартлама сивĕсене пăхмасăр 16-17 çулсенчен аслăрах çамрăксене, хĕрарăмсене, ĕçлеме пултаракан ватăсене окоп чавма ăсатнă. Талăкра вуншар сехет ĕçленĕ. Кашни кун 25 пин çын йывăрлăхсене çĕнтерсе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă. Пурĕ 380 çухрăм хỹтĕлев чикки тунă.

Çакăн пирки вĕренекенсем урокра видеофильм пăхрĕç, сỹтсе яврĕç.

 Юлашкинчен ачасем тылри чăтăмлăхпа паттăрлăх çинчен çырнă статьясемпе, ал çырăвĕсемпе, ỹкерчĕксемпе паллашрĕç.

В.ФЕДОРОВА, вĕрентекен

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика