Республикăра - пĕрремĕш

Категория: Публикации Опубликовано: 26.11.2021, 14:19 Просмотров: 143

Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем ытларах йывăр атлетикăна кăмăллаççĕ. Н.Зимин тренер-преподаватель ертсе пыракан секцие вĕсем килĕштерсе çỹреççĕ. Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ те пур. Акă, Шупашкарта иртнĕ черетлĕ спорт ăмăртăвĕнче 8 класри Меркурий Быков 81 килограмлă виçерисемпе ăмăртса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Артем Каруев вара 41 килограмлисемпе тупăшса виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Секцие ачасем йышлăн çỹреççĕ. Меркурий шăллĕ Павел та ăмăртусене явăçа пуçларĕ. Ку хутĕнче вăл унтан улттăмĕш вырăнпа таврăнчĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика