Пушарта пĕр çурт-йĕр çунса кайнă, иккĕшĕ сиенленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.11.2021, 09:42 Просмотров: 128

 РАЙОНТИ пушар надзорне ноябрĕн 26-мĕшĕнче 17 сехет те 15 минутра Сăкăт ялĕнчи пушар пирки хыпар çитнĕ. Вырăнти, Патăрьелĕнчи "01" служба, ытти пушар машинисем шутлă минутрах унта çитнĕ пулин те вут-кăвар серепине çакланнă йывăç çурта çăлса хăварайман. Вăл тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Пĕччен пурăнакан хĕрарăм çурт-йĕрне инкек-синкекрен те страхламан. Инкекре икĕ енчи кỹршисем те шар курнă. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх пушарта Кзыл Чишма, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Алманчă, Шăнкăртам ялĕсенчен килнĕ пушар службин машинисем вут-çулăма парăнтарас тесе тăрăшнă. Анчах инкек пирки каярах пĕлтернĕрен çурт-йĕре сыхласа хăварма май пулман. Халĕ инкекĕн сăлтавне ятарлă лабораторире пайăрлатаççĕ. Пушар службин инспекторĕсем ăна хальлĕхе электропроводкăпа çыхăнтараççĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика