Патăрьелсем - фестиваль-конкурс лауреачĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2021, 14:49 Просмотров: 257

РЕСПУБЛИКĂРА сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр ачасен сцена çинчи пултарулăхне хак памалли фестиваль-конкурс иртнĕ. «Хрусталь турат» («Хрустальная веточка») гала-концерта хутшăнма хапăл тунисем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ачасем те пулнă.

Çамрăк артистсен пултарулăхне тĕрлĕ номинаципе хак панă. Хирти Пикшикри вăтам шкулти Зиля Ахметова (ертỹçисем Д.Салахова, С.Гинатуллина) «Вокальное исполнение» номинаципе, Максим Исаев «А у нас так бывает?» монологĕпе фестивалĕн III степеньлĕ лауреачĕсем пулса таврăннă. Анат Тăрмăшĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн хастар членĕ Арина Данилова вара «Ходит наша бабушка» сăввине ăста вуласа тĕлĕнтернĕ, ăна фестивалĕн II степеньлĕ лауреачĕ пулнă ятпа саламланă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика