Тĕп больницăн мобильлĕ ушкăнĕ кашни кунах çула тухать

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2021, 14:51 Просмотров: 242

 РАЙОНТА коронавирус чирĕнчен асăрханас тĕллевпе прививка тутаракансем ялсенче те йышлăн. Çак ĕçре вырăнти çынсене çăмăллăх туса парас тĕллевпе районти тĕп больницăри шурă халатлисен мобильлĕ ушкăнĕ кашни кунах ятарлă графикпа вырăна тухса çỹрет. Çак эрнере çеç вĕсем Люляпа Ульяновкăра, Хирти Пикшикре, Именкассинче, Кĕçĕн Арапуçĕнче, Тикешре пулнă. Паян Шăхаль Выселкипе Еншикре пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерсе усал чиртен эмел ярĕç. Ыран Аслă Чеменпе Тури Чакăсем, Ыхра Çырмисем хăйсене коронавирусран хỹтĕлесе прививка тутарма пуçтарăнĕç.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика