Çĕнĕ çул уявне килте кĕтсе илме тивĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2021, 14:57 Просмотров: 256

 

Çĕнĕ çул умĕн общество апатланăвĕн предприятийĕсенче хушма чару мерисем çирĕплетеççĕ: декабрĕн 30-мĕшĕнчи 23 сехетрен пуçласа январĕн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен кафе-столовăйсем ĕçлемеççĕ. Çĕнĕ çула килте, çемьепе пĕрле кĕтсе илме сĕннĕ коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Хăш-пĕр район-хулара лару-тăру япăхлансан чару мерисем çирĕпрех пулассине пĕлтернĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çавăн пекех ларура апат-çимĕçпе тивĕçтерекен пысăк лавккасене те куар-кодпа кĕртессипе çыхăннă ыйтăва та пăхса тухнă. 60 çултан аслăрах, анчах прививка тутарман сотрудниксене дистанци мелĕпе ĕçлеме куçармалла. Пирĕн республикăра хальлĕхе 581 пин çын /65 процент/ вакцинациленнĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, юлашки вăхăтра республикăра лару-тăру самайланнă пулин те чирлекен сахалах мар-ха. Стационарта - 1396, килте 2139 çын сипленет. Чылайăшĕн чир тапхăрĕ çăмăллăн иртет, анчах аслă ӳсĕмрисемшĕн ку чир хăрушлăх кӳрсе тăрать. Вĕсен хушшинче чирлекен те, вилекен те нумай. Калăпăр, хальхи вăхăтра 500 ытла ватă чирленĕ, вĕсенчен 34-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарсем нумайăн чирлеççĕ. Ялтисене те инфекци ерет. Елчĕк, Элĕк, Шăмăршă, Тăвай, Улатăр районĕсенче чирлекен нумай, çав вăхăтра вĕсенче вакцинациленекенсен шучĕ сахал.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика