Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2021, 14:57 Просмотров: 254

Аякри ялсене – интернет

Республикăри аякри ялсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтереççĕ. Ҫĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрьпе Тури Кăмашара, Елчĕк районĕнчи Энтепере, Пăрачкав районĕнчи Никулинăра тата Вăрмар районĕнчи Анаткасра пурăнакансем малашне пысăк хăвăртлăхлă интернетăн тата карас çыхăнăвĕн ырлăхĕпе туллин усă курма пултарĕç. Чăваш Енĕн цифра министрĕ Кристина Майнина палăртнă тăрăх, çитес çул Чăваш Енри ялсемпе хуласенче «УЦН 2.0» программăпа килĕшӳллĕн 38 база станцине хута ярĕç.

Паллă ентешсем – кĕнекере

Çитес çул республикăра «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» библиографи серийĕ пичетленсе тухĕ. Кĕнекесен тĕп сăнарĕсем Андриан Николаев космонавт, Надежда Павлова балерина, ял хуçалăх производствин йĕркелӳçи Аркадий Айдак, Морис Яклашкин дирижер, Николай Карачарсковпа Анатолий Миттов ӳнерçĕсем тата Чăваш Республикин Хисеплĕ çыннисем пулĕç. Кăларăмсенче вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырни те вырăн тупĕ.

Кĕрхисене тĕрĕсленĕ

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем кĕрхи тырă анисене вырăнăн-вырăнăн тĕрĕсленĕ. Юр ларнă хыççăн çумăр çунăран уй-хир çаралнă, хӳтĕрех хăш-пĕр вырăнта кăна юр 2 см хулăнăш ирĕлмесĕр юлнă. Рейда тухнă специалистсем 42,3 пин гектар çинчи калча юрăхсăра тухманнине, 41,9 пин гектар çинчи вăтам шайра упраннине, 0,69 гектар çинчи япăхнине палăртнă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика