Ĕçлемесĕр тупăш кĕртеймĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2021, 14:59 Просмотров: 253

Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче колхозсем хавшани нумайăшне татăклă утăм тума, хăйсен ĕçне йĕркелесе яма хистерĕ. Хирти Пикшикри Р. Чемеров та «Герой» хуçалăх темиçене пайлансан инçетре телей шыраса çỹрес темен, хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсемпе усă курма шут тытать. Çапла вăл фермер хуçалăхĕ йĕркелет. Тăватă гектарта çемйипе кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, купăста лартса ỹстерет. Пахча çимĕç продукчĕсене сутса пурнăçа тытса пыма тăрăшать.

- Вăл вăхăтра кредитсем памастчĕç, патшалăхран пулăшусем те çукчĕ. Сакăр çул ĕçленĕ хыççăн фермер хуçалăхне хупрăмăр. 2013 çулта Ранил ывăл çĕнĕрен йĕркелес терĕ. Хальхинче ĕнесем усрама тĕллев лартрăмăр. Çак çулах фермер ĕçне пуçăнакансене тивĕçекен гранта та илтĕмĕр. 900 пин тенкĕ паратчĕç ун чухне. Укçапа «Герой» колхозăн пулнă пĕр витене илсе юсарăмăр, 15 ĕне туянтăмăр. Çапла çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлесе кайрăмăр, - тесе каласа пачĕ Рафаил Рахимуллович.

2019 çул тĕлне витере 42 пуç ĕне тăнă. Сĕт хакĕ чакнăран Чемеровсем майĕпен вăкăрсене самăртса сутасси пирки шухăшлама пикенеççĕ. Çитменнине какая ăçта вырнаçтарасси çинчен те пăшăрханмалли çук, туянас текенсем çителĕклех. Хальхи вăхăтра Ранил Рафаилович фермер хуçалăхĕнче 17 вăкăр, тăватă ĕне, 15 лаша тата 200 пуç сурăх пур. Вĕсене валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Сăмах май, фермер 80 гектара яхăн çĕрпе усă курать, унтан 50-че тырă, ыттинче курăк ỹстерет. Пĕрчĕллĕ культурăсене упрама кăçал склад тунă. Фермăна та çуррине юсанă, анчах строительство материалĕсем хакланса кайнăран малалли валли укçи-тенкине çитереймен.

- Витен çуррине кăна эпир хута янă, унăн тăррине те кăçал çĕнетрĕмĕр. Çитес çул выльăхсен йышне ỹстерме, çавна май хуралтăн тепĕр пайне те юсаса пĕтерме палăртнă. Ун чухне чылай ĕçе механизацилетпĕр. Халь тислĕке алăпа тăкма тивет пулсан çитес çул транспортер вырнаçтаратпăр. Çак енĕпе тăрăшакансемпе килĕшỹ тунă. Кăçал фермăна шыв илсе килтĕмĕр.

Хуçалăхра икĕ рабочи, вĕсене пурăнма общежити пур,-_ терĕ Рафаил Рахимуллович витепе паллаштарса çỹренĕ май. Хуралтăра пĕр енче вăкăрсем, хирĕçлех лашасем тăраççĕ. Пĕр центнера çитмен пăрусене Чемеревсем уйрăм çынсенчен туянаççĕ. Вĕсене 500-600 килограм таякан пулмасăр сутмаççĕ. Пĕчĕк виçепе парса янин усси çуккине, тупăш кĕменнине палăртрĕ Рафаил Чемеров. Выльăха самăртма вара апат сахал мар кирлĕ, рацион та чухăн пулмалла мар. Ỹт хушаслăхне лайăхлатма ятарласа Хусана кайса комбикорм илсе килеççĕ. Унсăр пуçне фураж, вĕтетнĕ тырă, жом, утă куллен лекет.

Ĕмĕтпе, малашлăхпа ĕçлеççĕ Чемеровсем. Выльăх йышне ỹс- терсен тырри те çителĕклĕ кирлĕ, çавăнпа та çуркунне пахалăхлă вăрлăх никĕсе хывма тăрăшаççĕ. Кăçал Сăкăтри М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнчен туяннă. Çĕре сухаламалли, культиваци тумалли, акмалли агрегатсем юсавлă. 2020 çулта çĕнĕ Беларусь МТЗ-82 туяннă. Комбайн пирки те ашшĕпе ывăлĕ шухăшлама пуçланă. Хуçалăха аслин опычĕпе, кĕçĕннин тăрăшулăхĕпе аталантарса пыраççĕ

. О. ПАВЛОВА.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика