Çиçĕмпе туслашни

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2021, 15:04 Просмотров: 299

 

Натюш урамра ачасемпе выляса чупса çÿретчĕ – сисмен те, çанталăк тĕттĕмленсе килчĕ, тăхлан тĕслĕ пĕлĕтсем хĕвеланăçĕнчен йăтăнса тухса хĕвеле хупларĕç те хучĕç. Урамра тăруках каçхи пек тĕттĕмленсе кайрĕ. Çавра çил çавăрттарма пуçларĕ. «Ури-ури çăпати, çăпати кантри салантăр-р-р!» – тесе кăшкăрса та ĕлкĕреймерĕç ачасем, лешĕ хăйсем патнелле пысăкланнăçемĕн пысăкланса, хăвăртрах та хăвăртрах çаврăнса çывхарнине курсан пурте килелле чăл-пар саланчĕç. Вĕсем хапха умне чупса çитнĕ çĕре шалкăм çумăр витререн тăкнă пек тăкса ячĕ. Хĕрача самантрах шыва кĕрсе тухнă пек йĕп-йĕпе пулчĕ. Çаплипех шапарса чупса кĕрсе кайрĕ пÿрте.

– Анне! Асанне!..

Тĕлĕнмелле, пÿртре никам та çук! Ăçта кайса пĕтнĕ пурте? Ăçта амăшĕ, ашшĕ ĕçре пулĕ-ха… Асламăшĕ те пулин çак çумăр витĕр ăçта çÿрет-ши тата? Чим-ха?.. Унăн кĕçĕн йăмăкĕсемпе шăллĕсем тата?.. Пурте йĕп пек çухалнă…

Урамра çапса çăвакан шултăра çумăр чÿречесене патлаттарать кăна. Унччен те пулмарĕ, чавка пуçĕ пек пăр çума пуçларĕ. Пĕлет-ха Натюш, кун пек чухне пысăк пăрсем чÿрече кантăкĕсене те çĕмĕрме пултараççĕ. Амăшĕпе ашшĕ плащ тăхăнса чÿрече хупписене тухса хупаканччĕ… Хĕрача та çапла тăвасшăнччĕ, амăшĕн плащне те тăхăнса пăхрĕ ĕнтĕ... Тухас тесе алăк хăлăпне ярса тытсан хаяр аслати кĕмсĕр-кемсĕр! шатăртатрĕ. Пĕлĕт çурăлса кайрĕ тейĕн! Натюш хăранипе хутлансах ларчĕ. Çат! çатлатрĕ çиçĕм – вĕсен пÿрт тăрринчех пуль, унăн хăлхи янăраса кайрĕ…

Натюшăн чÿрече хупма тухас кăмăл пач та сÿнсе ларчĕ. Ăçта унта? Сехре хăппи пуçланчĕ мар-и?.. Хĕрача тăр-тăр-тăр чĕтресе кравать айне упаленсе кĕчĕ. Ах, ăçта-ха килтисем? Мĕншĕн ăна пĕччен пăрахса хăварнă?

Натюш çапах та пуçне ĕçлеттере пуçларĕ, аçа-çиçĕм çапасран епле хăтăлмалла-ха? Ашшĕ электричество счетчикĕнчен розеткăна пăрса кăларма каланăччĕ. Натюш унталла пăхрĕ, лешĕ çăтăр-çатăр туса çеç тăрать… Ăçта унта пырса перĕнме! Шкулта учительсем вĕрентнине аса илчĕ: «Аçа çапасран пысăк йывăç çумне е тимĕр япала çумне тăма е ăна тытма юрамасть!» – тенĕччĕ физика урокĕнче. Натюш вара тимĕр кравать айĕнче ларать!

Йăпăр-япăр сирпĕнсе тухрĕ кравать айĕнчен. Кунта хăрушă! Асламăшĕ аслати авăтнă чухне чÿрече çумĕнче те ларма юрамасть тенине аса илчĕ. Кăмака çине хăпарса ларас-ши? Мăрьерен аçа çапма пултарать! Юшкине ун пек чухне те хупмаллаччĕ, те уçмаллаччĕ ĕнтĕ? Пĕлнĕ-пĕлмен унта пырса çапăнас мар терĕ Натюш. Мĕн тăвас? Урамра вара вĕçĕмсĕр çиçĕм çиçет, пĕрехмай аслати авăтать… Хăранă чун пÿртре хăйне валли хăтлăх вырăн ниепле те тупаймарĕ. Пуçĕ вара хăвăрт-хăвăрт шухăшлать: тем самантрах радио, телевизор вилкисене, телефона розеткăран кăларчĕ-ха. Хăй вара йывăç тенкел тытрĕ те урай варрине ларчĕ. Ĕнтĕ кунта чи хăрушсăр вырăн тесе шут тытрĕ.

Урамра çаплах ахăр самана кĕрлет, урса кайнă аслати такама вăрçать, хăратать, пушăпа çапнă пек çиçĕм çиçет: çат, çат!..

Çапла пÿрт варринче юпа евĕр хытса ларнă вăхăтра ун умĕнчи телевизор розеткинчен сарă-симĕс-хĕрлĕ-кăвак икĕ юплĕ электровăй çĕлен сăнни пек силленкелесе тухрĕ те икĕ метр тăсăлса чутах «сăхса илетчĕ», сăмса умĕнче чарăнса тăчĕ те пĕр самант, каялла розеткăна хăвăрт кĕрсе кайрĕ. Натюшăн аллине тăсса ăна тытса пăхас килнĕ кăмăл авăкланса илчĕ. Мĕнлескер-ши вăл, э? Çемçе-ши?.. Яка пурçăн евĕр курăнать хăй… Çапах та шалти асăрханулăх туйăмĕ çак хăрушă утăмран тытса чарчĕ. Физика учителĕ вĕрентнĕ тăрăх çиçĕм тени çав тери хăватлă вăй пулмалла, самантрах çунтарса яма пултарать… Ашшĕ килте пÿрт тăррине громоотвод лартнине те аса илчĕ сасартăках вăл. Çавах çăлса хăварчĕ пуль…

Натюш хăранипе çухăрса ярасшăнччĕ, анчах сасси тухмарĕ. Розетка хуралса ĕнчĕ, унтан ĕнĕк шăрши тухса юлчĕ… Хĕрача, аптраса ÿкнипе, нимĕн те шухăшлама пĕлмест ĕнтĕ, çаплах розетка çине тĕллесе пăхса ларать. Çумăрĕ вара лÿшкерĕ те лÿшкерĕ, аслатийĕ авăтрĕ те авăтрĕ. Вăхăт ăнлавне çухатса янăскер пÿртре урай варринче пĕчченех тенкел çинче мĕн чухлĕ ларнине ас тумасть.

Сасартăк йăлтах харăс пĕтрĕ – аслати сасси те кăлтăртатса тухăçалла кайрĕ, çиçĕмĕ те çухалчĕ, сарă хĕвел çап-çуттăн, пĕтĕм тĕнчене илемлетсе кулса пăхса ячĕ. Çемье киле таврăнчĕ. Пурте пĕрле хаваслăн, шавласа-кулса пырса кĕчĕç. Хăйсем тип-типех тата. Вĕсем çумăр пуçлансанах кукашшĕсем патне каялла тарса кĕнĕ, иккен. Унта хăнана кайнă пулнă.

Ашшĕ хĕрĕ çине пăхса илчĕ те, самантрах розетка тĕтĕмленнине асăрхарĕ, вара йăлтах ăнланчĕ. Вăл хăвăрт кăна электричество счетчикне пырса кăларчĕ, унтан розеткăна сÿтме пуçларĕ. Хăй хĕрĕ çине тек-текех çаврăна-çаврăна пăхса илет.

– Амăшĕ, курмастăн-им хĕрне, епле ларать? Пырса пăх, – терĕ.

Кĕçĕннисемпе аппаланакан, апат хатĕрлекен амăшĕ Натюш мĕнлине сисмен иккен. Тĕкех ларакан хĕрачаран тĕлĕнмерĕ малтан. Натюш ахаль чухне те кĕнеке вуласа е тĕрĕ тĕрлесе шăпăрт ларма юратать.

– Натюш, хĕрĕм, эсĕ мĕн? – амăшĕ хĕрне пуçĕнчен пырса ачашларĕ. Çав самантра хĕрĕн çÿçĕсем вирелле çĕкленнине, çăтăр-çатăр туса алă çумне çыпçăннине асăрхарĕ…

– Чим! Эсĕ?..

– Анне!.. – тинех чĕм пырса кĕрсе кăшкăрса йĕрсе ячĕ хĕрача. – Мана, мана чутах аçа çапатчĕ! Эпĕ ăна тытса та пăхасшăнччĕ!.. Эсир мана мĕншĕн пĕччен хăварнă?!. Мĕншĕн пĕччен хăварнă?!. Пĕччен хăварнă!..

Кăшкăрса йĕрекен хĕрачана çемйипех лăплантарчĕç. Амăшĕ шыв ĕçтерчĕ, кайран ушкăнпа пĕрле ларса яшка çирĕç.

– Ашшĕ, ара пирĕн выльăхсем пахча хыçĕнчех-çке! Çумăр айĕнче тăрса лÿшкенчĕç те пуль!.. Атьăр, кайса илер! – тесе хыпаланса тухрĕ амăшĕ сĕтел хушшинчен. Вара пурте пĕрле улăхалла васкарĕç.

– Ачасем, чимĕр-ха, пăхăр! Куратăр-и юхан шыв леш енче çавра çиçĕм сывлăшра куçса çÿрет. Хĕвел пысăккăшах.

– Ăçта?..

Пурте ашшĕ кăтартнă енне пăхрĕç те тĕлĕнсе хытса кайрĕç: çавра çиçĕм, чăнах, хĕвел пек, сарă-хĕрлĕ тĕслĕскер, хăйпе хăй çаврăнса вылять… Тĕлĕнмелле япала! Епле илемлĕ.. Улăхра пĕр еннелле кăштах хумханса-сиккелесе каять, унтан тепĕр еннелле килет.

Улăхĕ вара, улăхĕ!.. Сип-симĕс курăк ешерсе, чечексем пуçĕсене çĕклесе саркаланса лараççĕ. Вĕсен çийĕн чĕр кĕмĕл пек ăрша хумханать. Сывлăшĕ калама çук уçă, таса, пĕтĕм чуна, çан-çурăма çĕклентерет. Ку – озон.

– Аслатиллĕ вăйлă çумăр хыççăн сывлăшра электричество вăйĕсем нумайланса каяççĕ те çапла пĕрлешсе пĕр чăмăра пуçтарăнаççĕ. Кун пекки питĕ сайра пулать. Хам салтакра чухне пĕрре курнăччĕ, халь иккĕмĕш хут куратăп. Феномен теççĕ ăна. Унта темиçе 100 пин вольт та пулма пултарать.

– Атте, çывăха кайса курас килет! Атьăр, юхан шыв хĕррине анатпăр. Улăх унтан инçе мар.

– Эй, çук! Çук! Юрамасть! Ун çывăхне пымалла мар! Вăл çил çук çĕрте çеç çапла пĕрлешсе пĕр чăмăр пулма пултарать. Атмосфера пусăмĕ тăрăх куçать. Эсир ун çывăхне пырса сывлăш юхăмне хускатма пултаратăр. Вакуум пур çĕрелле кусма пуçлать те сире хăваласа çитет вара… Çав тери хăватлă вăй тĕппипех çунтарса яма пултарать.

Натюш чĕнмест, унăн хăрани халь те иртсе пĕтмен-ха. Пурте унăн нимле мар пулса кайнă сăнĕ çине пăхса илчĕç те шăпланчĕç.

– Атте, манăн ăна çывăхран курас килет! – кĕтмен çĕртен тăрук кăшкăрнă пек хыттăн та хăвăрттăн каласа хучĕ Натюш.

Ашшĕ пÿрнипе юнарĕ.

– Эсĕ паçăр чутах çиçĕм сăннине тытса пăхайман, çитмерĕ-им-ха сана? Электричество вăл вылямалли япала мар. Шăпăрт тăрăр та пăхса киленĕр çавра çиçĕм çине. Кунталла ан килтĕр тульккăш, атту чÿрече витĕр те, стена витĕр те ним мар çунтарса-шăтарса кĕрет те витĕрех тухса каять.

Натюшăн куçĕ тата ытларах чарăлса кайрĕ.

– О-о-о! Атте, эпĕ пурпĕрех физик пулатăп! Мари Кюри пек!

– Эпĕ хирĕç мар, физик пуласси – пархатарлă ĕç, хытă тăрăшса вĕренес пулать вара.

– Вĕренетĕп! Çав çавра çиçĕме пур пĕрех алла илетĕп!

Улăхри ăрша çийĕн хумханса çÿрекен çавра çиçĕм-тĕлĕнтермĕше вĕсем чылай хушă пăхса тăчĕç. Ăна сăнаса тăрасси пĕрре те йăлăхтармасть иккен. Тепĕр чухне çăтăр-çатăр туса турат пек хумсем сапкаласа илет вăл.

– Пĕчĕкленсе пырать, куратăр-и? – терĕ ашшĕ, унăн вăйĕ атмосферăна саланса пырать.

Çавра çиçĕм тата тепĕр-икĕ сехет тытрĕ-ха вĕсене хăй тыткăнĕнче, унтан пĕчĕккĕн сÿнсе, пĕчĕкленсе пычĕ те ялт! сиксе илсе сывлăшра ирĕлсе кайрĕ.

Малтан пурте шăпăрт пăхса тăнă ачасем тăруках пĕр-пĕрне пÿлсе çавра çиçĕм пирки каласа пама пуçларĕç, кашнийĕ хăй мĕн сăнанине, пĕлнине теприне ăнлантарасшăн. Тавлашакансем те, тÿпелешекенсем те тупăнчĕç. Амăшĕ чарма хăтланчĕ пулин те, ашшĕ вĕсем çине кулкаласа çеç пăхса тăчĕ.

Кĕçĕннисем çавăн хыççăн Натюша «Мари Кюри» тесе йĕкĕлтеме пăхрĕç, унтан «Çиçĕм Натюш» ят пачĕç. Çак ят вара ун çумне ĕмĕрлĕхе çыпçăнса юлчĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика