Тигр çулталăкне ылтăн тата бриллиант туйсемпе пуçлĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022, 09:05 Просмотров: 280

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕ Тигр çулталăкĕн пĕрремĕш уйăхĕнче ылтăн тата бриллиант туйĕсене паллă тăвакан хисеплĕ мăшăрсене ăшшăн саламлать. Сăкăтра пурăнакан Петр Андреевичпа Олимпиада Георгиевна Убасевсем, Пỹртлĕри Виктор Григорьевичпа Римма Семеновна Жирновсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи Николай Егоровичпа Елизавета Кирилловна Агашевсем, Шăнкăртамри Дамир Минулловичпа Эльфинур Некиповна Негмятулловсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Геннадий Алексеевичпа Зинаида Гавриловна Смирновсем çемье çавăрса пĕр сукмакпа утма пуçлани январьте 50 çул пулать. Тутар Сăкăтĕнчи Саитбатдал Харисовичпа Сания Зинетулловна Мухаметзяновсемпе Нăрваш Шăхалĕнчи Василий Михайловичпа Александра Терентьевна Бородкинсем çак уйăхрах тата пысăкрах юбилей, бриллиант туйне паллă тăвĕç. Хисеплĕ мăшăрсем 60 çул пĕрле пурăнаççĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика