Вăрçă паттăрĕсен ячĕсем асрах

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:43 Просмотров: 1185

Çĕнтерỹ кунĕ çывхарнă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем, чăн-чăн паттăрсем аса килеççĕ. Анат Туçаран 231 çын тăшманпа çапăçма тухса кайнă, вĕсенчен 116-шĕ çеç тăван яла таврăннă,115-шĕ ĕмĕрлĕхех фашистсене тĕп тăвассишĕн пуçне хунă.

Фашистсене çапса аркатма аллине пăшал тытнă çынсенчен пĕри - Анат Туçан мухтавлă ывăлĕ Павел Кузнецов. Вăл виçĕ хутчен аманнă. Çар заданийĕсене кăтартуллă пурнăçланăшăн, хăюлăх кăтартнăшăн вăл Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Пĕрлех Ленин орденĕ тата "Ылтăн çăлтăр" медаль панă. Вăрçă хыççăн Павел Ефимович тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. Тăрăшулăхне кура кайран унăн кăкăрне "Ĕçри паттăрлăхшăн", "Ĕçре палăрнăшăн" медальсем илем кỹнĕ. 1978 çулта ентеш ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекине кĕртнĕ.

 Эпир, Анат Туçара пурăнакансем, П. Кузнецова асра тытатпăр, унпа мăнаçланатпăр. Çулсеренех Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе шкулта Паттăрлăх урокĕсем тата спартакиада ирттеретпĕр.

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче çулленех асатте аса килет. Вăл шăпах çак уйăхра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсемпе çапăçса пуçне хунă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Турханкассинче пурăннă Иван Ерофеевич Колесников икĕ вăрçăра пулнă. 1943 çулхи февральте Смоленск çывăхĕнчи хĕрỹ çапăçура йывăр аманнă. Мартăн 23-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Унăн виçĕ кĕтеслĕ çырăвĕсене - Çĕнтерỹ паллине - асанне пỹрт тăрринче упратчĕ. Пире, мăнукĕсене, çывăх çыннăмăра курма пỹрмен, анчах эпир ăна мирлĕ пурнăçшăн тав тăватпăр, яланах асра тытатпăр.

Л. ПЛАТОНОВА, библиотекарь

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика