Республика хыпарӗсем

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2022, 08:56 Просмотров: 510

Çул-йĕрне сӱтсе явнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хусанта Тутарстан Президенчӗпе Рустам Миннихановпа тӗл пулнӑ. Кӳршӗ регионӗсен ертӳçисем малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнипе пӗрлех хӳтĕлев чиккисене тӑвакансен паттăрлӑхне халалланӑ наукӑпа практика конференцине тата патриотизм марафонне пӗтӗмлетнӗ. Рустам Нургалиевич Олег Алексеевича Тутарстанта ирттерекен «Kazan Summit» саммита тата чӑвашсен «Уявне» йыхравланӑ. Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ хаваспах килӗшнӗ.

14 ыйту пăхса тухнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Правительство членĕсем 14 ыйту пăхса тухнă.

Çак шутра Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессипе, республикăн харпăрлăхĕнчи çĕре арендăна памалли йĕркене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă саккун проекчĕсем пулнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăçалхи 1-мĕш кварталта бюджета пурнăçлани пирки отчет тунă. ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова ĕç рынокĕнчи йывăрлăха сирме пулăшас тĕллевпе республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли йĕркепе паллаштарнă.

Конференци иртĕ

Май уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Цифровизаци тата туянусене оптимизацилесси» ятпа конференци иртĕ. Кунашкалли пирĕн республикăра – пĕрремĕш хут. Санкцисем вăхăтĕнче туянусен тытăмĕнче мĕнле улшăнусем пулнă? Электрон анкетăн уйрăмлăхĕсем, цифровизацилес тата туяну ĕçне централизацилес енĕпе ĕçлекен чи лайăх регионсем… Конференцире çак тата ытти саманта пăхса тухĕç.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика