Яваплăхпа тăрăшакан яланах хисепре

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2022, 17:26 Просмотров: 824

Районти тĕп больницăра нумай пултаруллă çын вăй хурать, çамрăк специалистсем те чылай. Паян вĕсенчен пĕринпе, невролог пулса ĕçлекен В.Янтыковăпа паллаштарас тетĕп. Кунта Венера Минзагидовна "Ял тухтăрĕ" программăна хутшăнса 2017 çулта ĕçлеме килнĕ. 2016 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче "Сиплев ĕçĕ" специальноçа алла илнĕ, унтан çулталăк неврологи енĕпе интернатурăра вĕреннĕ. Сывлăх сыхлавĕнче 5 çул çеç ĕçлет пулин те професси пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать. Венера Минзагидовна ĕçĕпе пациентсем кăмăллă. Чунне парса ĕçленине ун патне сывлăха тĕрĕслеттерме пырсан чăннипех те тĕлĕнтĕм. Çав тери тĕплĕ ăнлантарса парать, тивĕçлĕ сĕнỹ-канашпа пулăшать, кăмăллă та çепĕç калаçать, шанчăклăхпа пурăнма хавхалантарать. Коридорта кĕтсе ларакансем сахал марччĕ, пурте ун пирки ырласа каларĕç.

 "Тимлĕ пăхать, сума суса чĕнет, тепре пынă çĕре ята астуса юлать, тивĕçлĕ сиплев сĕнет, чăн-чăн врач",- тет Патăрьелĕнче пурăнакан Л.Воробьева пенсионер.

 Больницăн тĕп врачĕ Н.Тинюков та ырăпа каларĕ çамрăк тухтăр çинчен, коллективра та хисепленине палăртрĕ.

 В.Ибрагимова медицина сестрипе килĕштерсе ĕçлет Венера Минзагидовна. Василя Минулловнăн ĕç стажĕ пĕчĕк мар. 23 çул вăй хурать вăл медицина тытăмĕнче.

Кунне вăтамран 20-22 пациента йышăнаççĕ вĕсем. Чирлекенсем уйрăмах çурăм шăмми е пуç ыратнипе килеççĕ. "Сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла, ăна упрамалла, сывă пурнăç йĕрки тытса пыма тăрăшмалла, ыратнине чăтмалла мар, тухтăр патне çийĕнчех каймалла. Чире маларах тупса палăртас тĕлĕшпе диспансеризаци тухмалла",- тет Венера Минзагидовна.

Мĕн ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕскер, хăйĕн ĕçне юратать. Врачсăр пуçне урăх професси çинчен шутламан. Тутар Сăкăт шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтри, студент çулĕсене ăшшăн аса илет. Университетра пĕлỹ çеç мар, лайăх юлташсем тупнине, вĕсемпе тăван пек пулса кайнине савăнса каласа парать Венера Минзагидовна.

Тухтăра ăнланса, пулăшса пыракан мăшăрĕ Шăмăршăра прокурор пулăшуçи пулса ĕçлет. Вĕсен 3 çулхи ывăл çитĕнет.

 Н. КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика