Проект ачасене килĕшрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2022, 12:10 Просмотров: 523

Шупашкарти "Радуга" культурăпа кану центрĕнче "Чăваш Ен çыннисем. Çĕнĕ çаврăмсем" Раççейри патриотла конкурсăн çĕнтерỹçисене чысларĕç. Унта республикăри муниципалитетсенчен, Тутарстанран, Пушкăртстанран, Чулхула, Мускав тата Ульяновск облаçĕсенчен 438 ĕç тăратнăччĕ.

Конкурса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те явăçнăччĕ. Çитĕнекен ăру ребуссем, пуçватмăшсем тупнăччĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе тăван енри паллă çынсем çинчен пĕлнĕччĕ, çавăн пекех çемье историне тĕпчеме хутшăнннăччĕ.

Конкурса явăçакансем хăйсен ĕçĕсенче ỹнер ăсталăхне, тĕрĕ тĕрлеме, çĕлеме, çыхма пултарнине, аппликацисем тума пĕлнине, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курма май тупнине те кăтартрĕç.

Пĕрремĕш класран вĕренсе тухнă Василиса Иванова ăстаçăн чи лайăх тетрадьне хатĕрленипе палăрчĕ. Центрта çавăн пекех чăваш тĕррисене тума вĕренмелли мастер-класс ирттерчĕç.

Проект ачасене килĕшрĕ. Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче кам çинчен те пулсан çĕннине пĕлни, çемье историне çырни кăсăклă та.

А. КАПИТОНОВА.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика